Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Туристсен "юхăмĕ" чакмасть

Шуршăл ялĕнчи А.Николаев космонавт-летчикăн Асăну комплексĕ пирĕн çĕршыври чи сумлă культура объекчĕсенчен пĕри теме пулать. Вăл хамăрăн чи чаплă ентеше сума суса пурăнма, унăн ятне çỹллĕ шайра тытма çеç мар, çамрăксене те патриотла воспитани пама, çуралнă тăрăха, тăван халăха хисеплеме май парать. Асăну комплексĕн тĕп пайĕ - Космонавтика музейĕ. Кунта, резерв фондне шута илсен, 5 пине яхăн экспонат пуçтарăннă. Вĕсен шучĕ çултан-çул ỹссех пырать. Çавăнпа та туристсем Шуршăл тăрăхне тăтăшах килсе çỹренинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Сăмахран, пĕлтĕр музее 60 пине яхăн турист килсе кайнă, вăл шутран нумай ют çĕршывсенчен те. Кăçал та хăнасен хисепĕ асăннă цифра патне çывхарĕ. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне кунта 18432 турист пулнă, вĕсенчен 9360-шĕ - шкул ачисем. Вĕсем хушшинче пулас космонавтсем пур тесен те йăнăш пулмĕ. Çĕршыври кашни регионтанах килеççĕ кунта хăнасем. Ют çĕршыври туристсем те юласшăн мар. Кăçал вĕсем Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсенчен, Бельгирен, Голландирен, Казахстанран тата Египетран килсе кайнă. Çуллахи вăхăтра туристсен "юхăмĕ" татах та вăйланасси куçкĕрет. Комплекс директорĕ А.Тукмаков каланă тăрăх, кашни çулах çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Кăçал комплекс "Лукойл" ПАО ирттерекен культура тата социаллă проектсен конкурсне хутшăнса 300 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Çак укçа хисепĕ комплекс территорийĕнче ачасем валли "Космопарк" тума кайĕ. Кăçал А.Николаев летчик-космонавт çуралнăранпа 90 çул çитнине шута илсен, çак объект асăннă юбилей тĕлне хăйне май чаплă парне пулĕ.

И. ВАСИЛЬЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
27 апреля 2019
11:12
Поделиться