Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Йывăç лартма вăхăт

Ака уйăхĕ вĕçленсе пырать. Çутçанталăк хĕллехи ыйхăран вăранчĕ ĕнтĕ. Хĕвел хĕртсе пăхать, симĕс курăк ешерет. Шăпах çак вăхăт йывăç лартма меллĕ. Урхас Кушкă ял тăрăхне кĕрекен Чăрăшкасси ялĕнчи Октябрьски урамра пурăнакансем иртнĕ ытларикун пĕве патĕн- че пĕрле пуçтарăнса йывăç лартма шутларĕç. Йывăç лартни çутçанталăка тав туни пулать мар-и! Тарасовсен,Соколовсен, Афанасьевсен, Петровсен, Николаевсен çемйисем тата ыттисем те урама тирпейлĕх кĕртес ĕçе кашни çулах хастар хутшăнаççĕ. Урамри çула та юсасах тăраççĕ. Кашни çуркунне çырма патĕнче йывăçсем лартаççĕ. Пĕлтĕрхи кĕркунне ырă шăршăпа тыткăнлакан сирень, кайăксене хĕллесерен çырлисемпе илĕртекен палан, пилеш тĕмĕсем лартса хăварчĕç. Халĕ вара типĕ курăка тасатса симĕс хырсем лартрĕç. Пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулакан каштан йывăççи те вырăн тупрĕ кунта. Çапла вара ялти ватă-вĕтĕ таврана каç сĕмĕ çапичченех тăрăшрĕ. Чăрăшкассисемшĕн кун ахаль иртмерĕ. Паллах, ял, урам сăн-сăпатне унта пурăнакан çынсен сăнпичĕпе танлаштарма пулать. Ара, хамăр тавралăха ырă ĕçпе çеç килпет кỹме, илемлетме пулать.

Е. ЕЛЕГОНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
27 апреля 2019
11:13
Поделиться