Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Юбилярсене паттăрлăхшăн тав турĕç

Иртнĕ юнкун Ăстакасси ялĕнче пурăнакан Антон Никифорович НИКИФОРОВ 95 çул тултарчĕ. Вăрçă ветеранне сумлă юбилейпе Атăлçи ял хутлăхĕн пуçлăхĕ А. Архипов тата вырăнти культура ĕçченĕсем саламларĕç. Анатолий Михайлович хисеплĕ ватăна Раççей Президенчĕн В. Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн А. Мясниковăн саламлă çырăвĕ-сене вуласа пачĕ. Антон Никифоровича хăнасем вăрçăри паттăрлăхшăн, пурнăçра йывăрлăхсем витĕр тухма вăй-хал çитернĕшĕн, вăрçă хыççăн та мирлĕ пурнăçшăн, çамрăк ăрушăн ырми-канми ĕçленĕшĕн чунтан тав турĕç. Антон Никифорович Никифоров 1924 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсанах колхозра аслисемпе тан ĕçленĕ. 1942 çулта, 18 çул тултарсан, салтака кайнă, тỹ-рех вăрçă хирне лекнĕ. Пирĕн ентеш - виççĕмĕш Белорусси фрончĕн стрелокĕ. Вăл Кенигсберг хулине çитнĕ, Белоруссие ирĕке кăларасси-шĕн пынă çапăçура йывăр аманнă. Яла таврăннă хыççăн тăван колхозра ĕçленĕ, общество пурнăçне активлă хутшăннă. Ăна Ăстакасси ял Совечĕн депутатне те суйланă. Паттăр салтака Отечественнăй вăрçăн 1-мĕш степеньлĕ орденĕпе, "Кенигсберга илнĕшĕн", "Хăюлăхшăн", "Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе, Жуков медалĕпе тата ытти юбилейлă медальсемпе чысланă. Мăшăрĕпе, Валентина Николаевнăпа, 60 çул пĕр сукмакпа утнă, 6 ача çуратса ỹстернĕ. Халĕ 15 мăнукĕ, 3 кĕçĕн мăнукĕ Никифоровсен йăхне малалла тăсаççĕ. Шел те, мăшăрĕ 12 çул каяллах уйрăлса кайнă. Антон Никифорович çавах та пĕччен мар, ачи-пăчисем, тăванĕсем килсех çỹреççĕ, хуçалăха тирпейлесе тăраççĕ. Çывăх тăванĕн çуралнă кунне те вĕсем пурте пухăнчĕç, юбилейпе саламларĕç, ырă та усăллă канашсем парса çитĕнтернĕшĕн тав турĕç. Çав кунах Анатолий Михайлович тепĕр юбиляра та саламларĕ, тылри паттăрлăхшăн тав турĕ. Кĕçĕн Ăстакассинче пурăнакан Манефа Николаевна ИЛЬИНА хăйĕн 90-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Ăна ялти Культура çурчĕ çумĕнчи "Хамăр ял" фольклор ансамблĕ илемлĕ те çепĕç чăваш юррисем парнелерĕ. Тыл ветеранĕ Манефа Николаевна хăнасене тарават йышăнчĕ, хисеп тунăшăн, ырă сăмахсемшĕн чунтан тав турĕ.

И. ВЕЛИКАНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
20 апреля 2019
10:53
Поделиться