Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕрремĕш кварталти ĕçе пĕтĕмлетрĕç

аççей ШĔМĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пайĕн 2019 çулхи пĕрремĕш кварталти ĕçне ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ канашлура пĕтĕмлетрĕç. Мероприятие Чăваш Республикин ШĔМĕн обществăлла йĕркелĕхе сыхлакан полици пуçлăхĕ Александр Макаров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников, район прокурорĕ Сергей Афанасьев, право йĕркине сыхлакан ведомствăсен районти подразделенийĕсен ертỹçисем тата ШĔМ ветеранĕсен районти Канашĕн представителĕсем хутшăнчĕç. Асăннă тапхăрта право йĕркине сыхлас ĕç еплерех пыни çинчен вырăнти полици пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Сергеев тĕп доклад турĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, районта регистрациленĕ преступленисен шучĕ, малтанхи тапхăртипе танлаштарсан, 24,5 процент ỹснĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕ пуринчен ытла йывăр преступленисен тата уйрăмах йывăр преступленисене уçса парас ĕçĕн эффективлăхне вăйлатассине тимлĕх уйăрнă. Вĕсене уçса парасси 10,7 процент ỹснĕ. Ют пурлăха вăрлассине 23,5 процент чакарма пултарнă. Пĕрремĕш кварталта çаратнă, хĕрарăмсене пусмăрланă, вут тĕртнĕ тĕслĕхсем , хулиганла ĕçсем, хăратса ыйтнă, автотранспорта вăрланă тĕслĕхсем пулман. Çавăн пекех районта хĕçпăшалпа усă курса преступлени туни те пулман. Обществăлла вырăнсенче тунă преступленисене уçса парасси 75 процентран 100 процент таранах ỹснĕ. Асăннă тапхăрти ĕçсене тишкерни полици пайне малашне çак енĕсемпе тимлĕ-рех ĕçлеме хистет: çынна хирĕç тăвакан преступленисене, çавăн пекех Интернетпа тата банк карттисемпе усă курса тунă преступленисене уçса парассине вăйлатма, экономикăпа тата коррупци енĕпе, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă тата ытти преступленисене уçса парассине лайăхлатма. Пирĕн районти полици пайĕ кăçалхи пĕрремĕш кварталти пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш Республикинчи 17 уйрăмран 12-мĕш вырăн йышăнать. Районти полици пайĕн оперативлă канашлăвĕ çинчен тĕплĕнрех хаçатăн çитес вырăсла кăларăмĕнче вуласа пĕлме пултаратăр.

С. МАТВЕЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
13 апреля 2019
11:55
Поделиться