Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пулас салтаксене удостоверенисем пачĕç

Ĕнер район администрацийĕнче Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсен çар комиссарĕ Александр Кочуров салтак тумĕ тăхăнма хатĕрленекен çамрăксемпе тĕл пулчĕ. Сăлтавĕ те лайăх - военком каччăсене призывник удостоверенийĕ пачĕ. Мероприятие çĕре яхăн çамрăк пухăннă, хăшĕсен ашшĕ-амăшĕсем те пынă. Александр Алексеевич асăннă удостоверени çамрăксен пурнăçĕнче çар учетне тăнине çирĕплетекен çĕнĕ документ пулнине палăртрĕ. Пурте çын хăйне тытма пĕлнинчен тата дисциплинăран килет, çавăнпа та каччăсене сывлăха ачаран упрама, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, саккуна пăсмасăр пурăнма сĕнчĕ. Вăтам пĕлỹ-ллĕ çамрăксен çар вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕме май пуррине пĕлтерчĕ. Призывниксем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем пулас служба пирки тĕрлĕ ыйтусем хускатрĕç, военком вĕсем çине те хуравларĕ. "Кашни çын пурнăçĕнчех палăрăмлă пулăмсем пулса иртеççĕ. Паян удостоверени илни те çавсен йышнех кĕрет, вăл та сирĕн-шĕн тата çывăх çыннусемшĕн пысăк пĕлтерĕш- лĕ. Часах эсир те чăн-чăн арçынсем пулса тăратăр", - терĕ юлашкинчен А. Кочуров.

С. МАТВЕЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
23 марта 2019
10:49
Поделиться