Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

"Чи нумай вулакан" ята тивĕçнĕ

Ăстакасси ял библиотекине пĕчĕк ачасенчен пуçласа ватăсем таранах çỹреççĕ, пĕр сăмахпа каласан, Инна Великанова библиотекарь кунсерен тĕрлĕ ỹсĕмри çынсемпе тĕл пулать. Вĕсене кашниех чун туртăвне кура тĕрлĕ литература сĕнет. Вулакансем хушшинче хăйсен пурнăçне кĕнекепе тачă çыхăнтарнисем те сахал мар ку ялта. Сăмахран, - Антонина Максимовна Демьянова, Маргарита Максимовна Кондратьева, Людмила Федоровна Васильева, Ираида Корниловна Порфирьева. Кĕнеке тĕнчине пуçĕпех кĕрсе ỹкнĕ тесе хаклать вĕсене Инна Петровна. Теприсем тата çемйипех чун апачĕшĕн çунаççĕ: ашшĕ-амăшĕ, ачи-пăчисем, аслашшĕ-асламăшĕ - пурте каçса кайсах çĕнĕрен те çĕнĕ калав-повеçсене "шĕкĕлчеççĕ". Алексеевсем, Самаринсем, Кудряшовсем, Петровсем тата ыттисем те чылай кĕнекери сăнарсен пурнăçĕнчи савăнăçа е хуйха-суйха чунĕпе йышăнса вĕсен пурнăçĕпе "пурăнаççĕ" тесен те йăнăш пулмĕ. Алексеевсен çемйи вара Ăстакассинче чи нумай вулакан çемье шутланать. Вĕсем кĕнеке илме пырассишĕн çеç такăрлатман вулавăш патне çитерекен сукмака. Кашниех Инна Петровна хатĕрлекен пур мероприятие те активлă хутшăнаççĕ. "Çемье пуçĕ, Михаил Алексеевич, нумай çул хушши ялти Культура çурчĕн директорĕ-нче ĕçленĕ. Мăшăрĕ, Юлия Александровна, пултарулăх ушкăнне çỹренĕскер, ăна ĕçре пулăшса тăнă. Хальхи вăхăтра та Михаил Алексеевич лăпланса лармасть, краеведенипе çыхăннă материалсем пухас ĕçре пире пулăшса тăрать. Вĕсен ачисемпе мăнукĕсене те час-часах библиотекăра куратăн. Алексеевсем ытларах Чăваш кĕнеке издательстви кăларакан кĕнекесене кăмăлланине палăртса хăварас килет", - терĕ кăмăлпа ялти вулавăш ертỹçи. Çав-çавах "Чи нумай вулакан" ята вĕсен кинĕ Наталия Алексеева тивĕçнĕ. Наталия Леонидовна районти Тĕп больницăра вăй хурать, вăл - кĕçĕн медицина сестри. "Библиотекăна çĕнĕ кĕнекесем килнине сăнасах, тĕрĕслесех тăрать вăл. 2017-2018 çулсенче тухнă авторсен кĕнекисене (библиотекăна çитнисене) пурне те вуланă. Кунсăр пуçне ял хĕрарăмĕ, ĕçе хулана çỹрет пулин те, "Кăмăл" фольклор ушкăнне çỹ- реме вăхăт тупать. Чăн та, маттур пирĕн Наталия Леонидовна. Ыттисене те унран тĕслĕх илме, тĕрлĕ литературăпа туслашма сĕнетĕп. Кĕнеке вулакан çын, ман шутпа, ырăрах, унăн чунĕ те пуян та илемлĕ-рех", - терĕ калаçăва вĕçленĕ май Инна Петровна.

Н. КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
23 марта 2019
10:50
Поделиться