Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Маттур ял старости

Кĕчкей ялĕн старости, "Женьшень" клуб ертỹçи, общественник тата активист В. МАКЛАШКИН район пурнăçне позитивпа ĕçлес кăмăл кĕртет. Иртнĕ уявсенче те вăл сахал мар вăй пĕтерчĕ. Кĕчкей ялĕнчи Культура керменне пухăннă хĕрарăмсене саламларĕ, вĕсене телей тата сывлăх сунчĕ, "Пулăç - пулăçа" (мероприяти пирки пирĕн иртнĕ кăларăмра вуласа пĕлме май пултаратăр) ăмăртура хăйсене кăтартакансене грамотăсем пачĕ. Карапашри Культура çуртĕнче О.Ефремова ертсе пыракан ушкăн концерт ирттернĕ хыççăн Виталий Иванович Ольга Артемьевăна, Лидия Енцовăна, Ирина Макаровăна, Алена Мартьяновăна, Елена Артемьевăпа Елена Алаевăна уяв ячĕпе саламларĕ. Концерт ушкăнне автотранспортпа Карапаш ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Н. Алаев пулăшрĕ. Мартăн 8-мĕшĕнче "Женьшень" клуб ертỹçи йĕлтĕр чупăвĕ те ирттерчĕ. Ăмăртусем пуçланас умĕн Кĕчкей ялĕн старости Карапаш ял хутлăхĕн администрацийĕн эксперт-специалистне М. Жандаровăна çуралнă кун ячĕпе саламларĕ. Икĕ уяв уявлакан хĕрарăм иккĕмĕш чупса тухрĕ. Виççĕмĕш вырăнта И.Алаева сутуçă, пĕрремĕш вырăнта Культура çурчĕн пуçлăхĕ Е. Мокеева пулчĕç. Арçынсем хушшинче те вĕри тупăшу пулчĕ. Кунта Виталий Иванович пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, Иван Петровпа Андрей Мокеев призерсен шутне кĕчĕç. Кĕчкей старости йĕркелеме пулăшнă спорт мероприятине ачасем те хутшăнчĕç, Татьяна Алюшинăпа Максим Алюшина çĕнтерỹçĕсен шутне кĕчĕç. Тепĕр кунне Виталий Иванович ял хутлăхĕн администрацийĕнче иртнĕ ларăва хутшăнчĕ. Кунта пухăннисем цифра телевиденийĕ çине куçас ĕçĕн уйрăмлăхĕсене сỹтсе яврĕç. Призерсемпе çĕнтерỹçĕсем медальсемпе грамотăсене тивĕçрĕç. В. Маклашкин ялти урамсемпе асăну вырăнĕсене тирпейре тытса тăрас тĕллевпе нумай тăрăшать, ял халăхĕ те çакна тивĕçлĕн хакласа илет. Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче В.Маклашкин "Женьшень" клуб пайташĕсемпе "Мариинский" физкультурăпа спорт комплексĕнче сывлăх мероприятийĕсем ирттерчĕ. Клубра тăракансем теннисла тата волейболла вылярĕç, бассейнра ишрĕç.

И. ЖАНДАРОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 марта 2019
10:41
Поделиться