Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Чунра йĕрленнĕ çулсем

Галина Тихоновна МИХАЙЛОВА 1932 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Хуракасси ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Тĕл пулсассăн хăйĕн пурнăçĕ çинчен, унтанпа самаях вăхăт иртнĕ пулин те, хумханса каласа пачĕ. Ашшĕ, Тихон Михайлович, малтан Нарат Чаккинчи 2 класлă шкулта вĕреннĕ. Унтан Шĕнерпуçĕнчи чиркỹ- прихут шкулĕнче тата 2 çул ăс пухнă, Хусанта офицера вĕренсе тухнă. Ашшĕ ăна, çемьере асли пулнăран, килте ĕçлеме кирлĕ тесе инçете яман. Пĕрлĕхлĕ хуçалăхсем йĕркеленме пуçласан, колхоза малтан амăшĕ, каярахпа вара ашшĕ те кĕнĕ. «1937 çул. Хитре çанталăк. Аттепе анне тырă вырма уя кайнă, эпир – килте. Çав кун пирĕн пата аттепе пĕрле пĕр çын килчĕ. Вăл милиционер пулнă. Атте хăй вĕреннĕ чухнехи хучĕ-сене, журналĕсене илсе тухса пачĕ. Хăй нумаях пурăнмасса, часах килессе шантарса тухса кайрĕ. Аттене тĕрмене тытса кайнă иккен, кайран аннене колхозран кăларчĕç, пỹрт çумĕнчи 14 сотăй çĕре çеç хăварчĕç. Киле атте 1947 çулхи кĕркунне тин таврăнчĕ. Вăл персе пăрахмалли çынсен шутне лекменни аван», - пĕр хурланса, пĕр савăнса калаçрĕ сакăрвуннăран иртнĕ кинемей. Вăрçă пуçлансан амăшĕ-пе аслă аппăшне окоп чавма илсе кайнă. Хуçалăха вунвиçĕ çулхи аслă пиччĕшĕ Виталий пăхса тăнă, шкула кайиччен вутă хутса хăварнă. Пỹртре сивĕрех пулнă пирки кĕçĕннисем кăмака çинче çывăрнă. «Пĕррехинче мана тата Риммăпа Нина йăмăксене, асатте кăмака юшкине иртерех хупнăран, сĕрĕм тивнĕ. Юрать-ха, пирĕн телее, çав кун аннен шăллĕ Йошкар-Оларан килнĕ. Вăл пире кашнинех кĕрĕкпе чĕркесе тула илсе тухнă, вилĕмрен çăлса хăварнă. Анне çакна пĕлсен часах киле таврăнчĕ, анчах ун вырăнне Виталие окоп чавма илсе кайрĕç. Анне вара ял ĕçтăвкомĕ хушнă тỹлевсĕр ĕçсене пурнăçлатчĕ. Пĕрре мана та, вуннăри ачана, темле хут леçме янăччĕ», - аса илет хĕрарăм. Çулла амăшĕ шкул валли вутă хатĕрленĕ çĕрте ĕçленĕ. Аслисем касса янă йывăçсене ачасем пăчкăпа татнă. Каярах вĕсен амăшне каялла колхоза илнĕ. Гальăпа йăмăкĕ-сем амăшĕпе пĕрле тырă вырма, хĕлле авăн çапма çỹренĕ. Ачасем питомнике те ĕçлеме çỹренĕ. Унта йывăç вăррисене акнă, çумланă, кирлĕ вăхăтра шăварнă та. Уйăрса панă йăрансене аслисемпе танах пăхса тăнă пулсан та çуррине кăна тỹленĕ. Каярахпа, лесник улшăнсан, аслисем пекех ĕçлесе илме пуçланă. Вăрçă çулĕсем пуриншĕн те йывăр пулнă çав. Çитĕнсе çитсен Галя Октябрьскинчи çĕвĕ мастерскойĕнче ĕçленĕ, кашни кунах киле çỹренĕ. Германире 3 çул хĕсметре тăнă Виталий пиччĕшĕ киле таврăнсан ăна артеле вырнаçтарать, ĕçе çỹреме велосипед илсе парать. 1954 çулта Галина Аркадий Петровпа мăшăрланса çемье çавăрать. Кашни кун колхозра ĕçленĕ, ачасене пăхса ỹстерме хунямăшĕ пулăшнă. Мăшăрĕ машинăпа çỹренĕ, хăй çĕвĕ çĕлесе укçа-тенкĕ тунă. Килтисене пурне те хăех тумтир çĕлесе тăхăнтарнă. Ялти çынсене те çĕлесе панă. Хăмла пахчинче те нумай ĕçленĕ. Пенсие тухсан та çак ĕçе пăрахман, колхоз пĕтичченех «симĕс ылтăн» ĕрчетнĕ. Галина Тихоновна - 6 ача амăшĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерни кашни ачинчех курăнать. Вĕсем пурте тăрăшуллă, ĕçчен, пурнăç çулĕпе çирĕппĕн, пĕр-пĕрне пулăшса утаççĕ. Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Галина Тихоновна пурнăçĕнче те унсăр пулман. 1961 çулта шкулти пушарта 4 çулхи Надя хĕрĕн шăпи татăлнă. Ун хыççăн тепĕр хĕр çуратнă, ăна та Надя ятах панă вĕсем. «Халĕ пурнăç лайăх, пурăнас та пурăнас килет. Ачасем мана пĕччен тунсăхласа ларма памаççĕ. Манпа пурăнакан та пур, ытти ачисем те килсех çỹ-реççĕ», - кăмăлпа пĕлтерчĕ 87 çулхи кинемей.

Р. МИХАЙЛОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 марта 2019
10:41
Поделиться