Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Район депутачĕсем черетлĕ лару ирттерчĕç

Иртнĕ юнкун район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников, район прокурорĕ С. Афанасьев, Раççейĕн Шалти ĕçсен министерствин районти уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан полици подполковникĕ А. Сергеев хутшăнчĕç. Кун йĕркинче темиçе ыйту тăчĕ, "Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕн 2019 тата 2020-2021 çулсенчи тапхăра йышăннă бюджет çинчен" 2018 çулхи раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнчи С-13Ỹ1 номерлĕ йышăнăва улшăнусем кĕртесси (докладчик - финанс пайĕн пуçлăхĕ С. Иванова)? "Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕн пурлăхĕнче шутланса тăракан çĕр пайĕсене торг тумасăр сутас йĕркене çирĕплетсе хак лартасси çинчен" 2015 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнчи С-8Ỹ4 йышăнăва улшăнусем кĕртесси (докладчик - экономикăпа пурлăх пайĕн пуçлăхĕ Н.Яковлев). Район администрацийĕнчи йышăнман должноçсене хупма ирттерекен конкурсăн Положенийĕпе депутатсене йĕркелỹ пайĕн пуçлăхĕ М.Веденеева паллаштарчĕ. Марина Михайловна администраци ĕçĕнче кирлĕ улшăнусем çинчен пĕлтерчĕ тата депутатсем умĕнче администраци структурине урăхлатас ыйтусене çĕклерĕ. Каярах районти контрольпе шутлав палатин председателĕ Г. Щербакова депутатсене ун ĕçĕнчи улшăнусемпе паллаштарчĕ. А.Сергеев вара 2018 çулта общество тăнăçлăхне сыхлассипе преступленисемпе кĕрешес ĕç мĕнле пынине цифрăсен чĕлхипе каласа кăтартрĕ. Çапла, пĕлтĕр тунă преступленисен шучĕ, 2017 çулхипе танлаштарсан, 14,6 процент таран чакнă. Унтан Александр Николаевич ведомство умĕнче тăракан тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.

А. МАКСИМОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
02 марта 2019
11:45
Поделиться