Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тавах сана, хисеплĕ тухтăр!

Хамăн çырура манăн районтан тухнă пĕр врач çинчен каласа кăтартас килет. Эпĕ сăнласа панă тухтăрăн ăсталăхĕ ĕмĕр тăршшĕпе халăха сывалса канăç тупма пулăшать. Çухалнă шанчăка каялла тавăрса пурнăçпа савăнма май парать. Валентин КУДЯНОВ 1932 çулта пирĕн района кĕрекен Чăнкасси ялĕнче çуралнă. Унăн шăпи çăмăл пулман. 6 çулта чухнех ача ашшĕне репрессиленĕ. Обществăра Кудяновсен çемйине "халăх тăшманĕ" тесе шутлама пуçланă. Патшалăх Григорий Кудянова 1992 çулта кăна реабилитациленĕ, яваплă органсем арçынна контрреволюционер тесе суя фактсемпе усă курса айăпланине йышăннă. Кил хуçине арестленĕ хыççăн общество Кудяновсен çемйинчен пăрăннă. Анчах йывăрлăхсем пулас тухтăра çирĕпрех кăна тунă. Вăл ялан лартнă тĕллевсене пурнăçлама пултарнă. 1952 çулта Валентин Григорьевич Хусанти медицина институтне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн çамрăк тухтăр Совет Союзĕн тĕрлĕ облаçĕсемпе республикисенче медицинăн тĕрлĕ сферисенче тăрăшать. Тĕслĕхрен, Пермь облаçĕнчи Кизель хулинче Ленин ячĕллĕ шахтăн медицина уйрăмĕнче тата Тутарстанри республика больницинче хирург пулса ĕçлет. 1975 çулта В. Кудянов Чăваш Ене таврăнать. Кунта вăл Чăваш патшалăх университетĕнче лекцисем вулать, наука монографийĕсем кăларать. Республикăри клиника больницинче анестезиологипе реаниматологи уйрăмĕнче тăрăшать, каярах хирурги уйрăмĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнать. Çапах та Валентин Григорьевич пур пĕлĕвĕсене тĕрлĕ йышши курссенче ỹстерсех тăнă. Çак тĕллевпе вăл Мускавра, Ленинградра тата ытти хуласенче йĕркеленĕ лекцисене вĕренме çỹренĕ, хăйĕн пĕлĕвĕсене ытти врачсемпе пайласа хăй те вĕренсе пынă. Унăн пĕртăванĕ халь те тăван Чăнкасси ялĕнче пурăнать. Кунта килсессĕн тухтăр çутçанталăк илемĕпе киленсе савăнать. Республикăн медицина историне вăл пыршă чирĕсен тĕпчевĕсемпе те кĕрсе юлать. Çак темăпа Валентин Григорьевич 60 кĕнеке çырса кăларнă. 1978 çулта республика больницинче колопроктологи уйрăмĕ уçнинче унăн тỹпи те пысăк. Больницăра палăртнă уйрăм уçăлни пыршă ракĕпе чирлекенсене квалификациллĕ пулăшма май панă, чир рецидивĕсен шутне чылай чакарса, çынсене пурнăçпа ĕç патне тавăрма пулăшнă, пыршă ракĕпе чирлекенсен шутне чакарнă. В.Кудянов ĕçне республика шайĕнче те тĕрĕс хакласа илме пултарнă, 1976 çулта ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕн ятне панă.

А. ПУКАШ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
02 марта 2019
11:42
Поделиться