Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Волонтерсене хатĕрлеме пуçларĕç

Иртнĕ кĕçнерникун район администрацийĕн ларусен залĕнче цифра телевиденийĕ çине куçнă чухне ĕçлекен волонтерсене хатĕрлессипе ятарлă вĕрентỹ занятийĕ пулчĕ. Вĕсен йышĕнче-Атăлçи патшалăх технологи университечĕн филиалĕн студенчĕсем, хăшпĕр ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем тата район администрацийĕнче ĕçлекенсем. Заняти ирттерме Раççейри радиопа телевидени çыхăнăвĕсен сечĕн республикăри филиалĕн специалисчĕсем килчĕç. Вĕсенчен пĕри А.Михайлов пулчĕ. Занятие информатизаци пайĕн пуçлăхĕ А. Иванов йĕркелесе пычĕ. Пухăннисем çĕнĕ приемниксем мĕнле ĕçленине пăхса тухрĕç. Тĕп вырăнта вара телевидени мĕнле сăлтавпа çĕнĕ мел çине куçнине ăнлантарса пани пулчĕ. Цифрăллă телевидени çине куçнă чух уйрăмах социаллă хỹтĕлев кирлĕ граждансене пулăшĕç. Вĕсен шутне вăрçă ветеранĕсем тата пурлăх енчен хĕсĕкрех çемьесем кĕреççĕ. Аса илтеретпĕр, çĕнĕ каналсене çăмăллăнах йышăнччăр тесен, вĕсен 2013 çултан маларах кăларнă телевизорсем пулмалла. Аналоглă телевидени Раççейре çĕртме уйăхĕччен тытăнса тăрĕ.

И.ДЕРЮЖИН.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 февраля 2019
11:39
Поделиться