Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Шыв башнине юсанă

Ăнăçлăхпа телей пурри хăв çанна тавăрса ĕçленинчен те килет. Темĕнле йывăр пулсан та тăрăшакан ĕçе парăнтаратех, алă усса лармалла мар çеç. Çакна Аксарин ялĕнче пурăнакансем те аванах ăнланаççĕ. Çапла, кунти шыв башни кивĕ ĕнтĕ, пур енчен те тутăхса тухнă. Тĕрĕссипе каласан, башньăна юсама район влаçĕсем бюджетран укçа уйăрма палăртнă, анчах ĕçе пуçлассине каярахри вăхăта куçарнă. Аксаринсем вара башньăри шăтăка хăйсен вăйĕпе саплама шутланă. Вĕсем пăрланса ларнă башня стенисене типĕтме кунĕпе машина покрышкисем çунтарнă. Ĕçе Ю.Григорьев староста йĕркеленĕ. Д. Максимов, Г.Разумов, В.Семенов, А. Трофимов, Р. Шашков, Г.Членов, В.Якимов тăрăшнипе кăлтăка кĕске вăхăтрах пĕтернĕ.

И. ДЕРЮЖИН.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 февраля 2019
11:40
Поделиться