Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

В.Мустаев, "Ял ĕçченĕ мал ĕмĕтпе пурăнать"

Ялхуçалăх отраслĕ патшалăх аталанăвĕнче ялан тĕп вырăнта тăнă. Хресчен çĕр çинче ирĕклĕн ĕçлеме пултарать пулсан, общество та тăнăçлăн аталанать.Пирĕн район та ялхуçалăх енĕпе хăйĕн тỹпине хывать. Кăçалхи çитĕнỹсемпа проблемăсем çинчен эпир ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕпе В.МУСТАЕВпа калаçрăмăр.

- Ытти районсенче халăх сĕт сутса чылай укçа тăвать.Сĕнтĕрвăрри районĕнче сĕт пуçтарса пани тупăш кỹрет-и? Пирĕн районта килти сĕте укçалла ăсатма халăх кăмăлне епле çĕклемелле?

- Паллах, сутаканăн ялан продукцие хаклăрахпа парса ярас килет. Республикăн чылай районĕнче те ĕç-пуç хытă уйрăлса тăмасть. Халь сĕте пирĕн районта вăтамран 18-19 тенкĕпе йышăнаççĕ. Унăн хакне пĕр тенкĕ чухлĕ те пулин ỹстерме фермерсемпе килти хушма хуçалăхсем кооперацие пĕрлешни пулăшать тесе шутлатăп.

- Иртнĕ кĕркунне пирĕн районта хăмла отрасльне тавăрас енĕпе ĕçлеме тытăнчĕç. Паянхи куна ĕç мĕнле пырать? Ума лартнă тĕллевсем пурнăçланĕç-и?

- Атăлçи ял хутлăхĕ-нчи Ăстакасси ялĕ çумĕ- нчи сутма тăратнă çĕре илекенсем, шел пулин те, паянлăха çук. Шуршăл ял хутлăхĕнче Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕ 9 гектар çĕр илнĕ, вĕсенчен тăватă гектарне тасатса унта хăмла лартса хăварнă. Пушă лаптăкра академи кăçал ĕçлеме планлать. Спиртзавод çумĕнче "Вител-11" ООО 50 гектар çĕр туяннă.15 гектар лаптăкра эмел курăкĕ лартса хăварнă. 35 гектара вăрлăх валли уйăрса хăварнă. Çак предприяти завод йĕркелесе (пирĕн районтах) сăра тума пуçласшăн, çав тĕллев валли тепĕр 100 гектар çĕр туянасшăн. "Вител-11" кирлĕ йышши оборудование те илсе хатĕрленĕ. Каярахпа предприяти районта тепĕр 100 га çĕр туянасшăн. Предприяти эмел курăкĕ сутас ĕçре те нумай вăй хурать, çавăнпа та солодка, астрагал, хрен йышши культурăсем ỹстерет.

- Кỹршĕ районсенче ял халăхĕ кăштах укçа ĕçлесе илессишĕн хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе предприятисенче йывăр условисенче ĕçлет: ĕç калăпăшĕ пысăк, ĕç укçи сахал. Пирĕн районта çакăн пек тĕслĕхсем пур_и? Ялхуçалăх пайĕн çакна тĕрĕслеме полномочисем çитеççĕ-и?

- Эпир районти хуçалăхсемпе предприятисенче эсир ыйтура палăртнă йывăрлăхсене асăрхаман, вĕсем хăйсем патĕнче ĕçлекенсене ĕç укçипе вăхăтра тивĕçтерсе тăраççĕ. 2017 çулпа танлаштарсан, вăл ялхуçалăх предприятийĕсенче 25: таран ỹснĕ. Район фермерĕсен вара ку цифра 2:па танлашать. Эпир вĕсене тĕрĕслесе тăма яваплă мар, вĕсем пире оперативлă информаципе килекен цифрăсене парса тăраççĕ.

- Эсир час-часах хуçалăхсем тăрăх çỹресе рейдсем ирттеретĕр. Вĕсенче усă куракан технологи çĕнĕлĕхĕсенчен хăшне палăртма пултаратăр? Çак енчен фермерсемпе предприятисенчен хăшĕ чи малта?

- Фермерсем ăнăçлă ĕçлени уйрăмах савăнтарать. Патшалăх кредит е грант уйăрса панă укçапа тĕрĕс усă курнинчен тата фермер хăй мĕн тума пултарнине ăнланнинчен нумай килет. Тĕслĕ- хрен, пуçласа яракан фермерсем хушшинче А. Кузнецов хăйĕн хуçалăхне автоматизацилеме пултарнă. Унăн утă антарма, вĕтетме пултаракан механизм, выльăх умне юхса килекен шыв, канализаци системи пур. В.Иванов фермер та çак енчен юлмасть.

- Кăçал аш-какай тата сĕт туса илессипе район мĕнле кăтартусене çитесшĕн. Çак ĕçре ялхуçалăх пайĕ хăш фермерсемпе предприятисене ытларах шанать?

- Аш-какай тăвассипе ĕçсем аван пыраççĕ темелле. Ялхуçалăх предприятийĕ- сем ăна юлашки çул 160 тонна туса илме пултарнă, хресчен-фермер хуçалăхĕсем -155. Районти кăтартусем 267 тоннăпа танлашаççĕ. Уйрăмах В. Плотников, А. Федоров фермерсене асăнмалла. Сĕт туса илессипе "Смак-Агро" тулли мар яваплă обществăна палăртса хăвармалла. Çулталăк хушшинче кунти кăтарту 7308 килограмран 8852 килограмм таран ỹснĕ, ĕне шутне те "Смак-Агро" кăрлач уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне вун тăватă пуç таран ỹстернĕ. А. Федоров, В. Иванов тата И.Клементьев хресченпе фермер хуçалăхĕсенче сĕт туса илесси 4000 килограмран иртнĕ.А. Григорьев фермера уйрăмах асăнса хăварас килет, вăл 125 пуç ĕне тытать. Пĕлтĕр Мускаври ялхуçалăх выставкин ылтăн медальне тивĕçнĕ. А. Федоров фермер хуçалăхĕ кашни ĕнерен сĕт суса илессипе 2-мĕш вырăнта пырать, унăн хуçалăхĕ кашни ĕнерен 4603 килограмм сĕт суса илнĕ.

-Çитес вăхăтра районта çĕнĕ хресченпе фермер хуçалăхĕсемпе ялхуçалăх предприятийĕсем уçăласса кĕтмелле-и?

- Чăнах та, улшăнусем пулмаллах. Ял ĕçченĕ мал ĕмĕтпе пурăнать. Районта фермер ĕçне тепĕр 5 çын алла илесшĕн. Пĕрисене эпир вĕрентес тесе Шупашкара илсе çỹретпĕр, теприсен хăйсен ятарлă пĕлỹ пур. Юлашкинчен вĕсем комисси урлă тухĕç. Вăл кам фермер пулма тивĕçлине палăртĕ те. Атăлçи ял хутлăхĕнче "Ольдеевская" агрофирма 1000 пуç ĕне тытакан ферма уçасшăн. Килĕшнĕ вырăна тепĕр хут килсе кайнă хыççăн унăн представителĕсем проектировани ĕçĕсене пуçăнчĕç. Кăçал 200 пуç ĕне тытакан ферма тума пуçласшăн.

- Кăçалхи хĕлле районти ялхуçалăх отраслĕ мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулчĕ?

- Эпир кĕрхи тырă тухăçĕ кăçал сахалтарах пуласран шикленетпĕр.Ăна калчаланма тата хĕл каçма çанталăк условийĕсем килĕшỹллех пулаймарĕç çав. Халлĕхе тĕрĕслев ĕçĕсене ирттермен, анчах кĕрхи культурăсен тухăçĕ чакни пирĕншĕн чи пысăк йывăрлăх пулса тухма пултарать.

- Çуракиччен нумай та вăхăт юлмарĕ. Вăрлăх хатĕр- лессипе районта ĕç-пуç еплерех?

- Вăрлăх хатĕрлессипе ĕç аван пырать. Районта кондицие ларнă вăрлăх 67: (республикăра-61)). Çитес çуркунне пирĕн планпа килĕшỹ- ллĕн 1364 тонна вăрă акса хăвармалла. Вăрлăхпа кирлĕ чухлĕ тивĕçнисем хушшинче М. Тагеевăн хресчен-фермер хуçалăхне, "Смак-Агро" обществăна тата "Атлашевский" ялхуçалăх комплексне палăртса хăвармалла. Эпир, паллах, вырăнти вăрлăха тĕрĕслесех тăратпăр, анчах чылайăшĕ ăна республика тулашĕнчен илсе килет, çавăнпа та унăн пахалăхне пĕлсе çитме йывăр.

-Ялхуçалăх продукцийĕн хакĕ (утă, тырă, çăнăх) пĕлтĕр- хипе танлаштарсан чылай ỹснĕ-и? Мĕнле фермер е предприяти вĕсене йỹнĕрех хакпа сĕнме пултарать? - Районта халь регистрациленĕ 37 фермер ĕçлет. Вĕсем пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне пулăшса тăраççĕ. Сутă тунă чухне вара продукци хакне йỹнетме пултараççĕ. Кунта калаçса татăлнă хак принципĕ малта тăрать. Районти тырă вăтамран 9-10 тенкĕ тăрать. Утă сутассипе ытларах чухне А. Клементьевăн сĕнỹ ытларах. Хак пирки килĕшỹ тума пулать.

- Тавтапуç сире, Владимир Николаевич,пирĕн ыйтусем çине тулли те татăклă хуравсем панăшăн.

И. ЭТМЕНЬ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
04 февраля 2019
10:43
Поделиться