Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Художник, фронтовик тата вĕрентекен

Аркадий Алексеевич САМАРИН - паллă художник, вĕрентỹçĕ. Унăн картинисен куравĕсем пирĕн республикăра кăна мар, çĕршыв шайĕнче те нумай хут иртнĕ. Аркадий Алексеевич, иккĕмĕш Белорусси фрончĕн 108-мĕш стрелковăй дивизийĕн связисчĕ пулнăскер, йывăр та хăрушă вăрçă витĕр тухнă, Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ. Вăл 1945 çулта Мускаври Хĕрлĕ лапамра иртнĕ Çĕнтерỹ парадне хутшăннă. Иртнĕ ытларикун Аркадий Самарин çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Вăл Çатракасси ялĕнче кун çути курнă, çамрăклах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Çемьере асли пулнăран пĕтĕм йывăрлăх ун çине тиеннĕ. Аркадин ỹкерес ăсталăхне аталантарассишĕн аслашшĕ, Никифор Николаевич, тăрăшнă. Хăйĕн ĕмĕчĕ пурнăçланайман, çавăнпа та сăрăсемпе ĕçлеме мăнукне хавхалантарнă. Шкулти С. Иванов тата Ф. Прокопьев учительсем тăрăшни те пулас сăрă ăстишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмалла. Художнике вĕренме кайма ашшĕн йăмăкĕ Евдокия Никифоровна Журавлева та пулăшнă. Вăл хăй ỹнер çынни пулнă, Шупашкарта ветерансен хорĕнче юрланă. 1934 çулта Аркадий Улатăрти ỹнер училищине вĕренме кĕнĕ. Унпа пĕрле Мĕшĕл каччи, пулас паллă художник Николай Овчинников та вĕреннĕ. Училищĕре ăсчахсен вĕрентĕвне туллин ăша хывнă Аркадий Алексеевич Канашри шкулта рисовани учителĕнче вăй хунă, Халăх Комиссарĕсен Канашĕнче искусство ĕç-хĕлне тĕрĕслекен инспектор пулнă. Вăрçă умĕн тата ун хыççăн та А. Самарин республикăри колхоз театрĕнче ĕçленĕ. Ф. Павловăн "Ялта", К. Ивановăн "Нарспи", П. Осиповăн "Айтар", А. Чеховăн тĕрлĕ пьесисем валли артистсене тăхăнмалли тумсен, декорацисен ỹкерчĕкĕсене хатĕрленĕ. Опытлă учитель, художник "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Унăн ĕçĕсен куравĕсем яланах ăнăçлă иртнĕ. Раççей Федерацийĕн художниксен Канашĕн пайташĕ Егор Иванович Иванов "Чăваш хыпарçи" хаçатра пичетленнĕ пĕр статйинче пирĕн ентешĕмĕр çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Аркадий Самарин кăмăллă, пултаруллă çын пулнă. Асаилỹ мана иртсе кайнă çулсене, çавăн пек паллă çынпа тĕл пулса калаçнă вăхăтсене тавăрать.1961 çулта, Чăваш педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухне, эпĕ 4 уйăх А. Самарин амăшĕ патĕнче пурăнтăм. Пурнăçăн çул кукрисем ăна пилĕк ачапа тăлăха хăварнă. 1932 çулта унăн мăшăрне репрессиленĕ, хăйне инçете ăсатнă, пỹртне туртса илнĕ, мăшăрне 5 ачапа урама кăларса янă. Ольга Ильинична Çĕмĕрлене вăрман касма кайсан, ачисене 72 çулхи асламăшĕ патне хăварнă. Киле таврăнсан вăл 5 ачапа мунчаран тунă пурте куçнă, унтах ачисене ỹстернĕ, ура çине тăратнă. Паянхи кун çак пỹрт музей экспоначĕ пек курăнса ларать. Йывăрлăха пăхмасăр Аркадий паллă художник пулса тăнă. Валентина - медсестра тата вĕрентекен, Серафим - инженер-конструктор, Алексей - газ тата нефть пăрăхĕсем хуракан ĕçри инженер, Людмила - Чăвашрадио ĕçченĕ. Çатракасси ялĕнче Аркадий Самарин çуралнă пỹрт çине Асăну хăми вырнаçтарнă. Вăл çурта 1992 çулта тин каялла тавăрса панă. Халĕ унта унăн хĕрĕ Софья Аркадьевна пурăнать, ашшĕн нумай ỹкерчĕкĕсене упрать вăл.

Р. МИХАЙЛОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
26 января 2019
08:11
Поделиться