Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Кĕмĕл хĕлĕхсем янăраççĕ-ха

Кĕçнерникун Чăваш патшалăх ĕнер музейĕнче Чăваш халăх художникĕ Раиса Фоминична ТЕРЮКАЛОВА çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă "Кĕмĕл хĕлĕхсем янăраççĕ-ха" курав уçăлчĕ. Пухăннисем ĕнер ăстин картинисемпе паллашрĕç. Юбиляра чысласа нумай ырă та ăшă сăмахсем янăрарĕç. Раиса Фоминична 1939 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче Улатăр районĕнчи Кувакино ялĕнче çуралнă. Сакăр çулта чухне çемье Сĕнтĕрвăрри хулине куçса килнĕ. Çавăнтан вара Раиса Фоминичнăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ пирĕн хулара иртнĕ. 1956 çулта вăл 1-мĕш номерлĕ вăтам шкултан (халĕ - гимнази) вĕренсе тухнă. Ỹнер тĕнчине парăннин сăлтавне Раиса Терюкалова пултаруллă ашшĕнчен куçнă тесе шутлать. Вăл Шупашкарти ĕнер училищинче, Ленинградри В.И.Мухина ячĕллĕ художествăпа промышленнăç училищинче ăс пухнă. Унăн малашнехи ĕçĕ-хĕлĕ Чăваш Республикипе çыхăннă. Кирек ăçта пулсан та Раиса Фоминична яланах тăван ен илемĕпе пуянлăхне, тăван халăхне, ĕç хĕрарăмĕсемпе хĕрсене сăнлама тăрăшнă. Унăн ĕçĕсем илемĕпе, пуян содержанийĕпе, тарăн шухăшĕпе куракансене тыткăнлаççĕ. Курав уçăлнă кун талантлă художнике саламлама унăн пултарулăхне кăмăллакансемпе пуç таякансем, ĕçтешĕсем, тус-юлташĕсем, ентешĕсем пухăнчĕç. Раиса Терюкаловăна культура, национальнăç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев ăшшăн саламларĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ячĕпе саламлă Çыру вуласа пачĕ тата ятлă сехет парнелерĕ. Çавăн пекех Раиса Фоминичнăна Раççейри художниксен Канашĕн пайташĕ, Раççейпе Чăваш Республикин ĕнерĕсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕн Хисеплĕ çынни Юрий Викторов, Раççейри художниксен пултарулăх Канашĕн пайташĕ Стани-слав Воронов, РСФСР тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш Республикин халăх художникĕ Праски Витти, Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕсем Анатолий Брындинпа Николай Андреев тата ыттисем те саламларĕç. Пултаруллă ĕнер ăстине пирĕн район делегацийĕ те чун-чĕререн саламларĕ. Вăл шутра "Сĕнтĕр Ен" ентешлĕх правленийĕн ертĕçи Андрей Кузнецов, унăн пайташĕ Клавдия Федорова, пĕрремĕш гимнази директорĕ Надежда Давыдова, Вадимпа Галина Шипуновсем тата ыттисем те пулчĕç. Чуна килентерекен пултарулăха малалла аталантарма юбиляра çирĕп сывлăх, ăнăçу, вăрăм кунçул сунчĕç. Ентешĕмĕре чечек çыххисемпе, асăнмалăх парнесемпе чысларĕç. Куракансем ыйтнипе Андрей Кузнецов илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ.

П. ВАСИЛЬЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
19 января 2019
09:59
Поделиться