Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Условисем пур, пурăнма тата ĕçлеме кăмăл анчах пултăр

Ялта вăхăт иртмест, пурнăç малалла каймасть тени тахçанах стереотип пулса тăнă. Ăна саракансем, хăй вăхăтĕнче ялта ик-виçĕ кун ирттернипе çырлахса, унта таврăнас мар тесе сăлтав шыраççĕ. Хальхи ялсем лайăх енне хăвăрт улшăнни вара тĕлĕнтермест. Чĕрĕ тĕслĕхсенчен пĕри - Шуршăл ял хутлăхĕ. Унăн аталанăвĕ пирки эпир ял хутлăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Лев Рафаилович ПЕТРОВПА калаçрăмăр. "Пирĕн ял хутлăхĕ район пурнăçĕнче уйрăм вырăн йышăнать. Вăл Андриян Григорьевич Николаев космонавтăн тăван кĕтесĕ пулни шуршăлсем çине урăхла куçпа пăхтарать. Ку питĕ лайăх. Пирĕн пата килекен хăнасем хăйсен тĕллевĕ-сене кунта пурнăçлама пултараççĕ. Вĕсем хушшинче бизнеса аталантарма пултаракан çынсем нумай. Пĕр енчен, эпир виçĕ хула çумĕн-че ларни пире пысăк чăрмав кỹрет. Çамрăксем ытларах хуласене туртăнаççĕ. Анчах ял хутлăхĕнче юлакансем те пур. Тĕслĕхрен, кăçал пирĕн ял хутлăхĕн-чи вун ултă çемье çĕр илме район администрацийĕнче черетре тăрать,- терĕ Лев Рафаилович. - Кĕтĕквар ялĕнче чăнах та тăватă çын анчах пурăнать-и. - ыйтрăмăр эпир Лев Рафаиловичран. "Паллах, çук, асăннă ялта газ, асфальт тата шыв пур. Кĕтĕквар ытти ялсем пекех аталанса пырать. Паллах, унта хуларан канма килекенсем нумайрах",- хуравларĕ вăл. Çамрăксене ялта тытма халĕ мĕн кирлĕ. Тивĕçлĕ ĕç укçи, ĕç вырăнĕ, хваттер. Ял хутлăхĕнче предприятисем, предпринимательсемпе фермер хуçалăхĕсем чылай. Тĕслĕхрен, районти чи тухăçлă ĕçлесе пыракан ООО "Смак-Агро", ООО "Сувар 2" тата ООО "Нам-ЭКО" предприятисем. Кунта ĕçлекен фермерсенчен В. Егорова тата В. Алексеева палăртса хăварма пулать. Шуршăлти Культура çурчĕн фольклор коллективĕсем республикăра та паллă. Тĕслĕхрен, "Çутă çăл" ушкăн Раççей шайĕнче иртекен фестивальсенчен те дипломсăр таврăнмасть темелле. Шуршăлтисĕр пуçне Культура çурчĕсем Уплерте тата Кайри Шĕнерпуçĕнче ĕçлеççĕ. "Газпа шыв енчен пирĕн йывăрлăхсем çук. Шыв проблемине Шуршăл тăрăхĕн-че совет влаçĕн вăхăтĕнчех татса панă. Çутçанталăк газĕ- пе Шуршăлти Восточная урама кăна çын пурăнманнипе тивĕçтермен",-пĕлтерчĕ Лев Рафаилович. - Йывăрлăхсем тухсан эпир халăхпа алла-аллăн ĕçлетпĕр. Çынсем панă сĕнỹсенчен чи усăллисене пурнăçлама тăрăшатпăр".

И. ЭТМЕНЬ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
15 декабря 2018
09:53
Поделиться