Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкулăн историйĕ те пуян, пуласлăхĕ те пысăк

Шуршăлти А. Г. Николаев космонавт-летчик ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта ялан пурнăç вĕресе тăрать. Вĕренỹ учрежденийĕнче усăллă тĕлпулусем иртеççĕ, пултаруллă ачасене аталанма пулăшакан кружоксем ĕçлеççĕ. Пурĕ вĕсен шучĕ 32 çитнĕ. Юлашки çулсенче авиамоделировани, судомоделировани тата тĕрĕ кружокĕ- сем çĕнĕ вăй илнĕ. "Пирĕн шкул ачисене уйрăмах телейлĕ теме пулать. Вĕсем республика Пуçлăхĕ-пе М. Игнатьевпа тата Н. Савиных, Б. Горбатко, С. Рязанский космонавтсемпе тахçанах паллашнă", - тет Н. Львова вĕрентекен. Кунти шкул ачисем яланах маттурлăхĕпе палăрса тăнă. Кашни çулах чи пултаруллисем республика Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ. Кăçалхи стипендиатсене те палăртса хăварма пулать: вĕсем хушшинче тăххăрмĕш класра вĕренекен Е.Петрова, 10-мĕш класри К. Коротков. Шкултан вĕренсе тухнă М. Гурьев панкратион кĕрешỹ мелĕпе кăçал Белоруссирен тĕнче вице-чемпионĕ пулса таврăнчĕ. "Вĕренỹ учрежденийĕ терроризмран сыхланас ĕçпе те профилактика мероприятийĕсем чылай ирттерет. Ку енĕпе уйрăмах ОБЖ вĕрентекенĕ Н. Семенов ăнăçлă ĕçлет. Вăл уроксем вăхăтĕнче анчах мар, пушă вăхăтра та вĕренекенсем валли инструктажсем ирттерет, видеороликсемпе документлă фильмсем хатĕрлет, вăхăтран вăхăта тĕрĕслев эвакуацийĕсем ирттерет. Эпир шкулта терроризм хăрушлăхĕнчен сыхланма пулăшакан информаци стенчĕсене те çĕнетрĕмĕр",- пĕлтерчĕ шкул директорĕ Е. Егорова. Кăçал шкул Чăваш Ен Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн грантне тивĕçрĕ. Ăна шкулти компьютер технологийĕсене аталантарма уйăрса панă. Грант укçипе кашни вĕрентекенĕн ĕç вырăнне çĕнĕ компьютерпа тивĕçтернĕ. Паянхи куна шкулта вун тăхăр учитель вăй хурать. Çамрăк специалистсем те нумай. Тĕслĕх-рен, географи вĕрентекенĕ А. Тарасова, кĕçĕн классене вĕрентекенсем Л. Чумбакова тата Л. Плотникова. "Эпир çĕнĕ специалистсемпе пĕр-пĕринчен вĕренсе пыратпăр. Вĕсем пирĕнтен опытпа чăтăмлăха вĕренме пултараççĕ, эпир, вĕсен çĕнĕ методикисене йышăнса, çĕнĕ ĕç мелĕсене илме пултаратпăр. Вĕсем ачасене çывăхрах пулма пĕлеççĕ. Вĕрентекенсем те çакна сиссе тăрăшарах ĕçлеме ăнтăлаççĕ",- вĕçлерĕ сăмахне директор.

И. ДЕРЮЖИН.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
15 декабря 2018
09:54
Поделиться