Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Паттăрлăх ĕмĕр манăçмĕ

Раштавăн тăххăрмĕшĕнче Тăван çĕршыв Геройĕсен кунне уявлаççĕ. Ăна халалласа Ăстакассинчи ял вулавăшĕнче "Паттăрсене ĕмĕр асра тытăпăр" мероприяти иртрĕ. Библиотекарь "Паттăрсене ĕмĕр мухтав!" ятлă курав та йĕркелерĕ. И. Великанова библиотекарь тата И.Иванова культорганизатор пухăннисене уяв историйĕпе, Раççейри тата Чăваш Республикинчи паттăрсемпе, паллă полководецсемпе, ĕç паттăрĕсемпе паллаштарчĕç. Ăстакасси ялĕнчен тухнă паттăрсене вара ытларах тимлĕх уйăрчĕç. Вĕсем хушшинче, Николай Гаврилович Лапшин, Николай Васильевич Васильев, Василий Николаевич Филинов, Николай Иванович Калюков, Василий Егорович Шумов. Вĕсене вăрçă вăхăтĕнче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Мухтав орденĕпе наградăланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата Хĕрлĕ Ялав орденĕсене, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Паттăр-лăхшăн" медальсене тивĕçнĕ ял çыннисене те асăнса хăварчĕç. Çавăн пекех ялхуçалăхра пысăк çитĕнỹсем туса Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ "Дружба" совхозăн Ăстакасси уйрăмĕн водителĕ пулнă Николай Максимович Максимов çинчен те нумай ырă сăмах янăрарĕ. Палăртса хăварар, мероприятие Афган вăрçинче пулнă, Чечняри событисене хутшăннă В. Данилов тата нумаях пулмасть хĕсметрен таврăннă А. Алексеев хутшăнчĕç. Вĕсем ял çыннисене хăйсем çинчен каласа пачĕç. Çар ретне тăни пурнăç çине урăхларах пăхма, ăна хаклама вĕрентнине палăртрĕç, çул çитнĕ çамрăксене Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен ретне тăма сĕнчĕç. Ачасем паттăрсене халалласа чуна пырса тивекен сăвăсем вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç. Унтан вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăк умне чечексем, хыр лăссисем хучĕç.

Н. КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
15 декабря 2018
09:55
Поделиться