Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăхăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрет

Культура объекчĕсене юсаса тирпей-илем кĕртессине пирĕн районта кăçал уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Нумаях пулмасть икĕ Культура çурчĕ хăйĕн сăнне улăштарчĕ. Сăмахран, сĕнтĕрпуçсемпе çичĕпỹртсем культура вучахне çĕнетрĕç, районти краеведени музейĕ те "çамрăкланĕ". Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕнче халĕ тепĕр клубра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Малтичиперуйсем те пушă вăхăта хăтлă çĕрте ирттересшĕн, пĕрле пухăнса çивĕч ыйтусене сỹтсе явма, концерт-спектакльсем пăхма илемлĕ çурта пухăнасшăн. Çавăнпа та унта подрядчик кăна мар, ял халăхĕ те хастар хутшăнать. В. Александров, Р. Александрова, П. Афанасьев, Н. Афанасьева тăрăшнипе маччапа стенасем самай чиперленнĕ. Вĕсен ырă ĕçĕ ырă çимĕç парать, клуб малашне çутăрах, хăтлăрах пулать. Ял халăхĕ ĕмĕтленни пурнăçа кĕрет.

Н. СЕМЕНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
15 декабря 2018
09:55
Поделиться