Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Граждансене йышăнмалли кун иртрĕ

Иртнĕ юнкун, раштавăн 12-мĕшĕнче, граждансене йышăнмалли Пĕтĕм Раççейри кун пулчĕ. Ун йĕркипе кирек кам та, ял çынни-и вăл е хулара пурăнакан, хумхантаракан ыйтăва вырăнти е çỹлерехри влаç органĕсен ертỹçисене уççăнах пама пултарчĕ. Пирĕн район çыннисем те асăннă кунпа усă курса умра тăракан çивĕч ыйтусен тупсăмне уçăмлатма пултарчĕç. Район администрацийĕнче аудио-, видеоçыхăну та йĕркеленĕ. Район администрацийĕнчи ĕç-пуçпа сире, хисеплĕ вулакансем, çитес вырăсла кăларăмра тĕплĕнрех паллаштарăпăр. Малалла сăмах хăшпĕр ял хутлăхĕсем пирки пулĕ. Ял çыннисем, паллах, хăйсем пурăнакан ял хутлăхĕн администрацине васкарĕç. ШĔНЕРПУÇ ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Семен Назаров пĕлтернĕ тăрăх, тĕлпулăва 5 çын пынă. Вĕсем çакăн пек ыйтусем хускатнă, çỹп-çапа пухса ăсатасси, çĕр пайĕсене хăйсене хăварма килĕшменни, хуларан куçса килсе ялта тĕпленесси, ĕç вырăнĕ тупасси. СĔНТĔРПУÇ ял хутлăхĕн администрацийĕ вара 3 çынна йышăннă. "Халăха паянхи çĕнĕлĕх - хытă йăла каяшĕсене пухасси канăçсăрлантарать. Пенси законодательствин улшăнăвĕ кăларса тăратакан ыйтусене, Турханкассинчи Молодежная урама газ кĕртессине те хускатрĕç йышăнăва пынă çынсем", - терĕ тĕп специалист Л. Михайлова. ОКТЯБРЬСКИ ял хутлăхĕн администрацине те тĕрĕс хурав тупас тесе çав кун 3 çын пынă, 4 ыйту хускатнă. "Октябрьски ялĕ çывăхĕнчи пăрăнчăкран Аксарина, унтан Чăнкассине тата Шанарпуçне каякан çулсене юсасси кунта пурăнакансемшĕн çивĕч ыйту пулса тăрать. Ялти шкулта Интернет çыхăнăвĕ начар пулни вĕрентекенсемпе ачасене уроксенче, шкул тулашĕнчи ĕçре ИКТ хатĕрĕсемпе туллин усă курма чарать. Ку ыйтусене района ярса патăмăр, тепĕр икĕ ыйтăвне вара вырăнтах татса пама май килчĕ. Кивĕ Тукай ялне хушма контейнер лартас, Малти Пукашри Зеленая урамри çула юсас ыйтусене администрацирех сỹтсе яврăмăр. Сăмахран, çул юсама килес çула планланă, ăна пуçаруллă бюджетпа усă курса пурнăçа кĕртесшĕн, проектне конкурса тăратнă", - пĕлтерчĕ тĕп специалист-эксперт Л. Далызина. Çапла вара кашни ял хутлăхĕнчех вырăнти ертỹçĕсем çынсен хуйхи-суйхине ăнланма тăрăшрĕç, май çитнĕ таран ыйтусене татса пама пултарчĕç. Апла пулсан кун пек тĕлпулу йĕркелени пуриншĕн те усăллă.

Н. КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
15 декабря 2018
09:52
Поделиться