Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Шупашкар аэропортне Андриян ятне парĕç

Пирĕн çĕршывра 47 аэропорта паллă çынсен ятне пама йышăннă. Вăл шутра пирĕн Шупашкар аэропорчĕ те пур. Ят парас умĕн ятарлă сасăлав ирттерчĕç. Аса илтеретпĕр, халиччен ăна "Халăхсем хушшинчи Шупашкар аэропорчĕ" тенĕ. Икĕ уйăх хушшинче кашниех пĕр-пĕр паллă çынна суйлама пултарнă. Çак эрнере сасăлава пĕтĕмлетрĕç. Пирĕн республика пĕрремĕш тапхăртах хăйĕн мухтавлă çыннине палăртни савăнтарать, паллах. Ытти регионсенче вара пĕтĕмлетỹ тума чăрмавлăрах пулнăран сасăлавăн тепĕр тапхăрне ирттерĕç. Пирĕн сасăлав кăтартăвĕсем çакнашкал, Андриян Николаевшăн 62: (36650 çын) сасăланă. Святослав Федоров куç микрохирургĕшĕн тата офтальмологшăн 19: (11644 çын) хăйсен сассине панă. Чăваш халăхне çутта кăларассишĕн ырми-канми ĕçленĕ Иван Яковлевшăн 17: (10578 çын) сасăланă. Çапла вара Шупашкар аэропортне Андриян Николаев ятне пама йышăннă. Кун пирки эпир çынсемпе калаçрăмăр. Хулара пурăнакан историк, краевед Юрий Терентьевич Коротков та пире хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ, "Питĕ тĕрĕс тунă халăхăмăр, шăпах Андрияна суйламалла пирĕн. Эпĕ халăх уншăн ытларах сасăласса пĕрре те иккĕленмен. Андриян Григорьевич манăн шутпа чи тивĕçли, мĕншĕн тесен вăл чăваш çĕршывĕн пĕрремĕш космонавчĕ, тĕнче уçлăхне уçакансенчен пĕри пулнă. Вăл чăваш ятне тĕнчипе сарчĕ, çỹле çĕклерĕ. Андриян пĕрремĕш хут космоса вĕçнĕ чух эпĕ вăрман техникумĕнче вĕренеттĕм. Эпир, çамрăксем, Шуршăл каччишĕн те, районпа республикăшăн та ун чухне çав тери савăнтăмăр. Чăн-чăн паттăр вăл! Андриян Григорьевич Николаев Шупашкар аэропорчĕн ятне пама тивĕçлĕрен те тивĕçлĕ çын".

Н. КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
08 декабря 2018
09:46
Поделиться