Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

«Илем» тата «Ҫăлтăрлă» ушкăнсем – Самара хулинче.

«Илем» тата «Ҫăлтăрлă» ушкăнсем – Самара хулинче.

Питĕ илемлĕ вырăнта вырнаҫнă Кайри Шĕнерпуҫ ялĕ: чечеклĕ улăх – ҫарансем, сарă тумлă уй-хирсем, ешĕл вăрмансем, шăнкăртатса юхакан Шĕнер шывĕ. Пирĕн ял халăхĕ нихăҫан та юрăсăр пурăнман: ĕҫре те, уявсенче те юрă – ташă яланах малта пулнă. «Юрăпа туслăҫын ырăпа туслă», - теҫҫĕ. Культура ҫурчĕҫумĕнчи «Илем» ушкăна ҫӳрекенсем илемлĕ те ҫепĕҫ юрăсем шăрантараҫҫĕ. Ялти сцена ҫинче кăна мар, республика тулашĕнче те янăраҫҫĕ вĕсем юрлакан хаваслă юрăсем.

Чук уйăхĕн 11 мĕшĕнче  Самара хулинче иртекен «Самара ҫĕрне мухтар!» ятпа иртекен тĕрлĕ халăхсем хушшинче иртекен 3 мĕш фестивальте хутшăнма тӳр килчĕ Кайри Шĕнерпуҫĕнчи «Илем» фольклор ушкăнĕпе - ертӳҫи  Николаева Э.А , купăспа калаканĕ Комарова Л.В. тата Шуршăлти «Ҫăлтăрлă» халăх ташă ушкăнĕн – ертӳҫисем Тереховсем Елена тата Михаил . Пире – аякран – Чăваш енрен пынă хăнасене пите хапăл туса кĕтсе илчĕҫ. Уявĕ «Заря» Культура ҫуртĕнче пулса иртрĕ. Йĕркелекенсем: Самара хулин администрацийĕ, Халăхсен Туслăх Ҫурчĕ тата ытти Самара таврашĕнчи ертӳҫĕсем. Уявăн тĕп тĕллевĕ – тĕрлĕ халăхсем хушшинчи ҫыхăнăва ҫирĕплетес, йăли – йĕркисене упраса хăварса малалла аталантарасси пулчĕ. «Илем» ушкăн уява пухăннисене чăваш халăх юррисемпе савăнтарчĕ, чăвашсен туй йăли – йĕркисемпе паллаштарчĕ. «Ҫăлтăрлă» ташă ушкăнĕ уява тĕрлĕрен ташăсĕмпе илем кӳчĕ. Эпир, Чăваш енрен пынисем ятарласа музей валли ĕлĕкхи япаласем парнелерĕмĕр. Уява йĕркелекенĕ – Самара хулинчи Чăвашсен Культура Автономийĕн Президенчĕ – Павлова Людмила Николаевна – пире ҫак уява хутшăнма кăмăл тунишĕн, асăнмалах парнесем хăварнишĕн, темиҫе ҫул вĕсемпе ҫыхăну тытнишĕн, -  пĕтĕм чун – чĕререн тав турĕ, «Дипломсемпе» «Хисеп хучĕсем» , тата парнесем парса чыс турĕ.

«Илем» ушкăнĕпе «Ҫăлтăрлă» ташă ушкăнĕ аякри хуларан тулли кăмăлпа, хавхалану туйăмĕпе таврăнтăмăр, Самара хулипе пирĕн ушкăнсем хушшинчи ҫыхăну малашне те ҫирĕпленсе пырасса шанатпăр.

«Илем» ушкăн ертӳҫи Николаева Эльвира Анатольевна



12 ноября 2018
16:14
Поделиться