Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

День деревни Новое Байгулово

Пĕлĕш-тăвана, тус-юлташа пĕрле пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма йыхравлакан тĕп уявсенчен пĕри вăл - ял кунĕ. Пурнăç çулĕ кирек ăçта илсе çитерсен те кашни çынах хăйĕн пĕчĕк тăван çĕр-шывне яланах асра тытать. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ ентешсем те тăван тăрăхшăн тунсăхлаççĕ. Çавăнпа вĕсемшĕн ял кунĕ - чи кĕтнĕ уяв.  Иртнĕ шăмат кун Чăнкасси ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Куснар çыннисем ял уявне паллă турĕç. Ял çыннисем çак куна тӗплӗн хатӗрленчĕç. Урамсемпе кил умĕсене те тирпей-илем кÿчĕç.

Савăнăҫлă уява уçиччен велосипедистсен парачӗ итрӗ. Унтан вырăнти пултаруллăх ушкăнӗ ял мӗнле пуçланса кайнине выляса пачӗç.

Чăнкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мельникова М.В. уçрĕ. Çавăн пекех ял халăхне саламлама район администрацин пуçлăхĕ Мясников А.А килсе ҫитрĕ., вăл уявпа саламланă май маттур та хастар çынсене грамотăсемпе, тав хучĕсемпе чысларĕ.   Район администраци пуçлăхĕ Мясников А.А. сăмах илнĕ май районти ырă улшăнусемпе паллаштарчĕ, ял хуçалăхĕн аталанăвĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Çамрăксене малалла хастар та çирĕппĕн утма сĕнчĕ. Пурне те çирӗп сывлăх, савăк кăмăл-туйăм, ҫутă шанăҫсене пурнăҫлама ĕçре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата ырлăхпа телей сунчĕ.

Уяв, паллах, ташă-юрăпа илемлĕ.Чăнкасси культура çурчĕ çумĕнчи «Энеш» ушкăн чăваш юррисем шăрантарса савăнтарчĕ. Октябрьски культура çурчĕ сумĕнчи «Ритм» ташă ушкăнĕ тĕрлĕрен халăх ташшисемпе концерт программине илемлетрӗ. Шупашкартан килнӗ çамрăк юрăçсем те пурнете кăмала кайрĕс.

Уяв пурин асĕнче те юласса шанас килет.



25 августа 2018
22:04
Поделиться