Янра, хуткупăс!
Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Ресублика шайĕнчи Пётр Шоркин ячĕллĕ «Янра, хуткупăс!» ятлă фестиваль иртрĕ. Шуршăлти «Çутă çăл» ушкăн та çак фестивале хаваслă туйăмпа хутшăнчĕ. Анлă Атăл хĕрринче вырнаçнă Куславка хулинчи калама çук илемлĕ тÿремре П. Шоркин палăкĕ ларать. Шăпах çак вырăнта пулса иртрĕ те уяв.
Вырăнти çипуçсем тăхăннă тĕрлĕ районсенчен килнĕ купăсçăсем, артистсем хăйсен енчи кĕвĕсене, такмаксене, юрра-ташша кăтартса тĕлĕнтерчĕç. «Çутă çăл» та кая юлмарĕ. Пирĕн солистка Венера Федорова «Шÿтлĕ такмаксем» юрласа 1-мĕш степенлĕ Диплома çĕнсе илчĕ.
Фестиваль вĕçленсен те халăх саланмарĕ. Ăста купăсçă П. Шоркин çеммисемпе мĕнпур ушкăн участникĕсем тÿрем варринчех пĕр-пĕринчен ирттермелле тенĕ пек, çав тери хавассăн чăваш ташши ташларĕç. Тĕлĕнсе те, савăнса та пĕтерме çук! Еплерех маттур вĕсем чăваш çĕршывĕн пултаруллă çыннисем.
Питех те чаплă уяв ирттерчĕç Куславккасем хăйĕн талантлă çыннине чыс туса. Тавах вĕсене Пётр Шоркин ятне сÿнме паманшăн.