Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕп инспектор граждансене йышăнчĕ

Иртнĕ юнкун Чăваш Республикин тĕп федераллă инспекторĕ Г. Федоров Сĕнтĕрвăрри районĕн гражданĕсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.

Çав майпа усă курса, асăннă кун 12 çын хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе пулăшу илме пултарчĕç. Йышăнура пăхса тухнă ыйтусем тĕрлĕрен пулчĕç: уйрăм çынсене пырса тивекеннисем тата общество пурнăçĕпе çыхăннисем.

Вĕсенчен пĕрне те хуравсăр хăварман темелле. Малтан çырса хунă ыйтусене вара уполномоченнăй органсен представителĕсемпе пĕрле пăхса тухнă.

Мĕнпур ыйтусене вăйра тăракан саккунсемпе килĕшỹллĕн тĕплĕн ăнлантарса панă: яваплă çынсене вĕсем тăрăх конкретлă йышăнусем тума хушнă.

 ПИРĔН КОРР.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
06 августа 2018
09:41
Поделиться