Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Фестиваль халăхсене, йăла-йĕркесене пĕрлештерчĕ

Саранск хулинчен «çула тухнă» «Атăл – тăнăçлăх юханшывĕ. Атăлçи халăхĕсен культура диалогĕ» этнокультура фестиваль-экспедицийĕ ытларикун Шупашкара çитрĕ. Хăнасене юханшыв портĕнче культура, национальнăç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ А.Тимофеев, Чăваш Енри наципе культура пĕрлешĕвĕсен представителĕсем тата ытти паллă çынсем кĕтсе илчĕç.

Асăннă экспедицин маршручĕ çапларах пулĕ: Самар - Пăлхар – Хусан – Шупашкар – Козьмодемьянск – Чулхула – Макарьево - Хусан – Саранск. Фестивале обществăлла организацисен çĕре яхăн представителĕ, культурăпа вĕрентỹ ĕçченĕсем, артистсемпе пултарулăх коллективĕсем, алĕç ăстисем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Çулсерен иртекен экспедици-фестивалĕн тĕп тĕллевĕ - патшалăх влаçĕсен органĕсем хушшинчи тата культурăна, тăван чĕлхене, йăла-йĕркене упраса хăварасси, Раççейри нумай нациллĕ халăхсен ăс-хакăл пĕрлĕхне çирĕплетессипе ĕçлекен обществăлла организацисем хушшинчи диалога аталантарасси.

Чăваш наци музейĕнче пирĕн республикăпа Мордва Республики хушшинче пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлесси çинчен калакан Килĕшỹ çине алă пуснă. Министр çумĕ А.Тимофеев асăннă Килĕшỹ тĕрлĕ мероприятисемпе, плансемпе пуян пулассине, ăна пĕрлехи ĕçшĕн пурнăçа кĕртмеллине палăртрĕ.

«Событиллĕ мероприятисем - наци культурине аталантармалли инструмент» ятпа ирттернĕ дискусси тĕп мероприятисенчен пĕри пулса тăчĕ. Унта туризма аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Событиллĕ мероприятисем тата туризм халăх йăли-йĕркине, наци культурине аталантарма май панине палăртрĕç. Юлашкинчен тавлашăва хутшăнакансем хăйсен шухăшĕсене уçса пама пултарчĕç.

Çавăн пекех хăнасем Раççей этнографи музейĕн (Санкт-Петербург хули) «Йĕппе ỹкерсе илемлетесси» курав экспозицийĕсемпе паллашрĕç. Автобуспа экскурсие тухса Шупашкар хулин историйĕпе паллашрĕç, Шурă хуламăрăн илемĕпе киленчĕç.

 Культура министерстви.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
06 августа 2018
09:39
Поделиться