Ял уявесем
Пĕлĕш-тăвана, тус-юлташа пĕрле пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма йыхравлакан тĕп уявсенчен пĕри вăл - ял кунĕ. Пурнăç çулĕ кирек ăçта илсе çитерсен те кашни çынах хăйĕн пĕчĕк тăван çĕр-шывне яланах асра тытать. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ ентешсем те тăван тăрăхшăн тунсăхлаççĕ. Çавăнпа вĕсемшĕн ял кунĕ - чи кĕтнĕ уяв. Иртнĕ шăмат кунСĕнтĕрвăрри районĕнче ял уявẻсем иртме пуçларẻç. Октябрьскинче, Карапашра, Пуснаркассинче, Çамалта, Вẳрман Кушкẳра ял уявĕсем утă уйăхĕн 21мẻшẻнче хаваслẳ ларура кẻрлерẻç. Ял çыннисем çак куна тӗплӗн хатӗрленчĕç. Урамсемпе кил умĕсене те тирпей-илем кÿчĕç.
Октябрьскиче курма пуçтарẳннẳ халẳха пẻчẻк тракторсен тата мотоблоксен парачẻ, Пуснаркассинче туслẳх кẳшẳлẻ, Карапашра вẳйẳ карти савẳнтарчẽ. Культура ẽçченẽсем пẽр- пẽрин хушшинче çав тери килẽштерсе ẽçлеççẽ, çавẳнпа куршẻ ялсене хẳйсен пултарулẳхẻпе паллаштарма, савẳнтарма хаваслансах çуреççẻ.
Ял уявẻсене хутшǎнма йыхравланисен шутĕнче уйрẳмах Кукашни ял тăрăхĕнчи «Шурǎмпуç» фольклор ушкǎнě, Шуршẳл ял тăрăхĕнчи «Çутçẳл» фольклор ушкǎнěпе «Çẳлтẳрлẳ» ташẳ ансамблẻ, Хуракасси ял тăрăхĕнчи «Сентреш», «Шẳнкẳрав» фольклор ушкǎнěсем, Чẳнкасси тата Сẻнтẻрпуç ял тăрăхĕнчи «Энẻш», «Ĕмẻт» ансамбль ушкǎнěсем, Атẳлкасси ял тăрăхĕнчи «Хамẳр ял», «Кẳмẳл», «Туслẳх», «Калинушка» ушкẳнсем хастар . « Хисеплесе ченнĕ çĕре çитесех терĕмĕр»,-теççẻ хẳйсем тẻллẻн вẻреннẻ артистсем.
Тăван ял, тăван кĕтес… Унран хакли, лайăххи мĕн пултăр-ха тĕнчере? Эпир унта ÿссе çунат сарнă. Ĕçе хăнăхса çын шутне кĕнĕ. Урăх вырăнта ĕçлеме, пурăнма тÿр килсен те тăван ял пур пĕрех манăçа тухмасть: чĕрере, чи шалта сыхланса юлать. Нимĕн те калаймăн: тăван ял вăл - пĕртен-пĕрре. Таçта аякка кайсан тăван яла çĕкленÿллĕн, телейлĕн, кайăк пек çунатланса çитсе кĕретĕн. Тăван ялта ÿсекен мĕн пур йывăç сана тÿлеккĕн пăшăлтатса ырă сунать пек, чун-чĕре вара ăшă туйăмпа тулать. Утă уйăхĕн 28 мẻшẻнче ял уявẻсем Атẳлкасси ял тăрăхĕнчи Кушниково тата Урхас Кушкẳ ял тăрăхĕнчи Йẻрẻх Çырми Ронки ялẻсенче пулẻç . Çак асẳннẳ ялсенче çуралса уснẻ, халẻ вара республикẳн тата Раççейẻн тẻрлẻ кẻтесẻсенче пурẳнакан ентешсене уява килсе курма чẻнетпẻр.