Парăмран татăлмалла
Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕ, Федераци налук службин районсем хушшинчи 5-мĕш инспекцийĕ тата Социаллă страхлав фончĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи социаллă экономика аталанăвĕн тĕреклĕх- не сỹтсе явма черетлĕ комисси ларăвне пуçтарăнчĕç. Районти бюджетра тăман фондсем умĕнче кивçене кĕнĕ тата саккунпа çирĕп-летнĕ ĕç укçи шайĕнчен сахалрах тỹлекен 5 уйрăм предпринимателе тата 2 организаци ертỹçине комисси калаçăва чĕннĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ çеç ларăва пынă. Пухăннисем ларура кашни ыйтупа протокол çырса пычĕç. Утă уйăхĕн 20-мĕшĕччен айăп- лисен парăмран татăлмалла, ĕç укçине кирлĕ шая çитиччен ỹстермелле.
Н. ЯКОВЛЕВ.
"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)