Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Усал хыпар пасара та салатрĕ

Вăрçă тухнине ман упăшка лайăх астăватчĕ. Çак çырăва та унăн, Регент Иванович Халтуринăн, асаилĕвĕсем тăрăх çыратăп. Радиопа телефон сахалрахчĕ вăл вăхăтра, ялта машинăсем те çỹреместчĕç. Велосипед пуянраххисен анчах тăратчĕ картишĕнче. Çавăнпа та вăрçă тухни çинчен колхоз председателĕ утпа килсе пĕлтернĕ. "Иккĕн ут кĕтĕвĕпе çỹретпĕр. Пĕр арçын пычĕ те пирĕн лаша çине утланса вĕçтерчĕ. Унтан иккĕмĕш, тăваттăмĕш кайрĕç... Самантрах куç умĕнче 3 тиха кăна тăрса юлчĕ. Мĕнле инкек сиксе тухнă -ши. Çав кун Октябрьски ялĕнче пасар пыратчĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула вăл виçĕ куна тăсăлса кайрĕ, анчах хыпар çитсессĕн хăвăртах саланса пĕтрĕ. Вăл вăхăтра В.Сомин аслашшĕ колхоз председателĕнче вăй хуратчĕ. Складсене питĕрсе иличчен май пур таран халăха тырă уйăрса пачĕ. К. Демитов кукашшĕ ялтан чи пĕрремĕш тухса кайса пуçне паттăрла хунă. Манăн кукаçи, М. Ямуков, 2 лашапа вăрçа тухса кайнă. Пĕрне çавăтса, теприн çине утланса. Аттепе пичче вăрçăран таврăнаймарĕç. Анне вăрçă пĕтичченех окоп чаврĕ. Йăмăксем вут хутса, апат пĕçерсе пурăнчĕç". Эпĕ хам вăрçă тухнине астумастăп. Вăрçă чарăнсан питĕ савăннипе макăрчĕç çынсем. Çак самант вара асран тухас çук. М.ХАЛТУРИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
25 июня 2018
17:13
Поделиться