Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Республика кунĕ хăйĕн "ытамне" йыхравлать

Ыран пирĕн Чăваш Ен хăйĕн тĕп уявне - Республика кунне паллă тăвĕ.Çак уява 1995 çулта Чăваш автономийĕ 75 çул тултарсан паллă тума пуçланă. Тĕрĕссипе, уяв мероприятийĕсем паянах пуçланаççĕ. Вĕсене хутшăнма пирĕн пата Раççейри 20 регионтан тата Болгари, Белорусси, Непал çĕршывĕсенчен хăнасем килсе çитĕç. Тĕп уяв вырăнĕ - Шупашкарти Хĕрлĕ лапам тата Управçă-Амăшĕн палăкĕ патĕнчи лапам. Çавăн пекех Республика кунĕпе çыхăннă "Маçтăрсен Раççейĕ (Русь мастеровая)" конкурс паян пирĕн Сĕнтĕрвăрри хулинче иртет. Кунта тĕрлĕ регионсенчен килнĕ 80 ăстаçă хутшăнать. Çавăн пекех уява Красноармейски районĕнче те анлă паллă тăваççĕ. Çак чыса асăннă район ятарлă конкурса хутшăнса тивĕçнĕ. Уяв программи нумай мероприятисемпе пуян. Вĕсен шутĕнче - Пĕтĕм Раççей шайĕнчи "Раççей çăлкуçĕ-сем" фестиваль, çамрăксен пултарулăхĕн конкурсĕ, эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ-сем, спорт вăййисем тата ытти те. Пин ытла ачаран тăракан хор юрлани тата мĕне тăрĕ! Çавăн пекех Чăваш патшалăх ỹнер тата Чăваш наци музейĕ-сенче (кунта 200 ытла экспонат пĕрремĕш хут кăтартĕç) куравсем иртĕç. Паян Шупашкарта, пирĕн Сĕнтĕрвăрринчи пекех, Акатуй иртет. Унта 15 регионтан килнĕ 23 пултарулăх коллективĕ хутшăнать. Ыран вара тĕп хуламăрта 20 регионтан килнĕ 42 пултарулăх коллективĕ пуян уяв программипе савăнтарĕ. Пăлхар Республикинчен килнĕ хăнасем те юрă-ташăпа кăмăла çĕклĕç. Уяв тĕнче шайĕнчи фе-йерверксен фестивалĕпе вĕçленĕ.

В.ЛЕВИН.



25 июня 2018
17:12
Поделиться