Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Канашлу иртрĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕ-семпе, канашлу ирттерчĕ. Унта унăн çумĕсем тата район администрацийĕн ĕçченĕ-сем хутшăнчĕç. Сăмах кăçал çурт-йĕр хăпартасспе туса ирттернĕ ĕçсем, бюджета халăх пуçарулăхне шута илсе тумалли (инициативное бюджетирование) тата хĕллехи вăхăтра çулсене тытса тăрасси çинчен пулчĕ. Асăнну ыйтусемпе район админстрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - çурт-йĕр тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ О.Кучук, экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăх. С.Краснова, финанс пайĕн пуçлăхĕ С.Иванова, ялхуçалăх пайĕн ертỹçи В.Васильев тухса калаçрĕç. ПИРЕН КОРР.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
18 декабря 2017
08:33
Поделиться