Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрман - шанчăклă алăра

18 сентября 2017 г.

Кашни çулах авăн уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче Раççейре Вăрман ĕçченĕсен кунне паллă тăваççĕ. Пирĕн Сĕнтĕрвăрри лесничествин ĕçченĕсем те ыранхи çак уява пысăк çитĕнỹсемпе кĕтсе илеççĕ. Лесничество йышăнакан вăрман фончĕ 22877 гектарпа танлашать. Кăçалхи çуркунне 12 гектар çинче çамрăк вăрман лартса хăварнă. Лесничествăн хăйĕн хунавсем çитĕнтер-мелли питомник пур. Унта кăçал 300 пин çамрăк хунав çитĕнтернĕ. Лартмалли материалăн ассортименчĕ пуян - 12 ытла йывăç тĕсĕ. Лесничество директорĕ Р.Кадушкина пĕлтернĕ тăрăх, вăрмансенче кая юлса ỹсекен йывăçсене касса тăраççĕ (рубки ухода). Кăçал ку ĕçе 90 гектар çинче пурнăçланă. Уйрăм граждансемпе 200 кубометр чухлĕ пиçсе çитнĕ вăрмансенчи йывăçсене касма килĕшỹ тунă. Халĕ тепĕр çул валли вăрман касмалли лаптăка палăрт-малли ĕç пырать. Çавăн пекех лесничество ĕçченĕсем вăрмансене пушартан, хурт-кăпшанкăпа чирсенчен сыхлас енĕпе те çанна тавăрса тăрăшаççĕ. Уявра нумай çул вăрман хуçалăхĕнче тăрăшнă ĕçченсене уйрăммăн чыс тăвĕç. Лесничествăн участокри маçтăрне Б.Мартьянова Раççей Федерацийĕн Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин Хисеп хутне парса хавхалантарĕç.Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин Хисеп хучĕсене Ю.Гаврилов тата Т.Селиверстова хуралçăсем илĕç.

И.ИГОРЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
18 сентября 2017
08:05
Поделиться