Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Канашлу иртрĕ

18 сентября 2017 г.

Çак кунсенче Октябрьскинчи вăтам шкулта районти вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисен черетлĕ канашлăвĕ иртрĕ. Унăн тĕп теми патшалăх вĕрентỹ компоненчĕсене кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем çинчен пулчĕ. Докладпа асăннă шкул директорĕн çумĕ Г.Иванова тухса калаçрĕ. Вăл вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисене ĕç программисене çĕнĕлĕхсене шута илсе улшăнусем кĕртме ыйтрĕ. Раççей Вĕрентỹ министерствин çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 506-мĕш приказĕпе район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн ертỹçи Л.Явгаева паллаштарчĕ. Тĕп улшăнусенчен пĕри - пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен вĕрентỹ программине астрономи предметне кĕртни. 2017-2018 вĕренỹ çулĕнче çак предмета хулари пĕрремĕш номерлĕ гимназире тата Урхас Кушкăри вăтам шкулта вĕрентме пуçлĕç. Тепĕр вĕренỹ çулĕнче вара астрономи кашни шкултах "тĕпленĕ". Канашлура çавăн пекех ачасене шкул автобусĕсемпе масcăллă спорт тата культура мероприятийĕсене илсе çỹренĕ чухне хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнма кирлине сỹтсе яврĕç. Çамрăксемпе ĕçлекен специалист Д.Камбулова ачасен парламентне тăвас ыйтăва хускатрĕ. Ку çамрăк ăрăвăн право культурине, гражданлăхпа патриотизм туйăмне вăйлатма май парĕ. Канашлура ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç. Унăн ĕçне район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ С.Арсентьева пĕтĕмлетрĕ.

Т.АНДРЕЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
18 сентября 2017
08:02
Поделиться