Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Иртнине аса илсе, хальхипе савăнса

18 сентября 2017 г.

Çурлапа авăн уйăхĕсенче районта ял уявĕсем иртеççĕ. Услă Пукашри Афанасьев урамĕнче пурăнакансем вара хăйсен уйрăм уявне ирттерчĕç. Ăна Валентина Николаевна Сотнезова-Ириткова йĕркелерĕ. Вăл - строительство ĕçĕн ветеранĕ, тивĕçлĕ канăва тухиччен Çĕнĕ Шупашкарти стройка объекчĕсенче вăй хунă. Унăн упăшки Г.Сотнезов ялхуçалăх наукисен кандидачĕн, Чăваш Республикин сумлă патшалăх ĕçченĕн Илларион Афанасьевич Афанасьевăн (1905-1978) пĕртăванĕ шутланать. Сотнезовсен хальхи çурчĕ те И.Афанасьев çуралнă вырăнта çĕкленнĕ. Илларион Афанасьевичпа ускассисем паянхи кун та мăнаçланаççĕ. Вăл Мускаври К.А.Тимирязев ячĕллĕ академире тата удобренипе агротехника енĕпе ĕçлекен Пĕтĕм Союзри наукăпа тĕпчев институчĕн аспирантуринче вĕреннĕ, асăннă институтра, Воронежри ялхуçалăх институтĕнче, Орел облаçĕн парти обкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче, Чăваш Республикин Министрсен Совечĕн председателĕнче ĕçленĕ. Ялхуçалăха аталантарассипе çыхăннă 120 ытла наука ĕçĕ çырнă, кĕнекесем кăларнă. Уява пуçтарăннисем И.Афанасьев çинчен ырăпа асăнчĕç. Нумай çул каялла Илларион Афанасьевич мана, çак йĕркесен авторне, хăйĕн кĕнекине парнеленĕччĕ. Эпĕ вара халăха унти йĕркесене вуласа патăм. Ялти чи ватă çын - ĕç тата тыл ветеранĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн арăмĕ Зоя Сотнезова хăйĕн ăсчах пиччĕшĕ çинчен сахал мар каласа пачĕ. Унăн хĕрĕн те, Тамара Федоровнăн, Шупашкарти хула администрацийĕн юристсен Управленийĕн пуçлăхĕнче нумай çул ĕçленĕскерĕн, куккăшĕ çинчен аса илмелли нумай тупăнчĕ. Ăсчаха тăван лекекен Людмила Сергеева И.Афанасьевпа çыхăннă сăнỹкерчĕксене кăтартрĕ. Урам уявĕ юрă-ташăсăр иртмест ĕнтĕ. Сотнезовсен кỹрши Зоя Рогожова хăйĕн ашшĕн (Мархва Генин) сăввисене вуласа пачĕ. Уява Галина Меркурьева, Людмила Тепеева, Валя Сотнезова (пĕртăвансем) юрăсемпе илемлетрĕç. Ленинградăн тава тивĕçлĕ строителĕ Владимир Ильин фронтовик-поэтăн - Усли Ваçлейĕн сăввисене вуласа пачĕ.

А.МАКСИМОВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
18 сентября 2017
08:05
Поделиться