Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ырă улшăнусем пуласса шанса

18 сентября 2017 г.

Пĕтĕм çĕршыври ĕç-хĕле центртан çеç йĕркелесе пынипе кирлĕ пек хăвăрт аталанса пыма йывăр. Нумай пулмасть Раççей Президенчĕ В.Путин вырăнти хăйтытăмлăха аталантарас енĕпе хушусем панă. Мĕн шутлаççĕ-ха çакăн пирки пирĕн районти вырăнти хăйтытăмлăх представителĕсем. В.КУРАКОВ, Октябрьски ял хутлăхĕн пуçлăхĕ: - Раççей Президенчĕ В.Путин ял старостисен право статусне çирĕплетме хушнине ырласа йышăнатăп. Староста ĕçĕ обществăлла ĕç шутланать. Ялсенче ăна халăх суйлать. Пĕр енчен, вĕсен ыттисем шаннине шута илсе яваплăха туйса ĕçлемелле. Тепĕр енчен, çак яваплăха туйма полномочисем çитменни те чăрмантарать. Çапла вара В.Путин хушăвĕсем лару-тăрăва лайăх еннелле улăштарма май парасса шанатăп. И.ЛЬВОВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
18 сентября 2017
08:01
Поделиться