Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăван ялăм Кĕтĕквар

28 августа 2017 г.

Пирĕн районта нумай-нумай ял. Анчах та пĕри çеç маншăн чи хакли,чи çывăххи. Ку вăл - эп çуралнă Кĕтĕквар. Калама çук илемлĕ вырăнта вырнаçнă вăл. Çỹллĕ сăрт çинче ларнăран пур тавралăх та,Шупашкар таранах,алă тупанĕ çинчи пек курăнать. Пĕр енче ĕмĕрхи çырмасем,варсем,тепĕр енчен вара аслă вăрман хупăрласа тăрать ăна. Мĕн тери хитре! Историксем каланă тăрăх,Кĕтĕкварпа Лапри Чăрăшкасси ялĕсем Шуршăлтан пуçланнă имĕш. Виççĕр çула яхăн пурăнать иккен манăн тăван ялăм çĕр çинче. Апла пулсан вăл - авалхи ял. Панулми сăпасĕн кунĕнче пĕтĕм ялпа пухăнса эпир пĕрремĕш хут ял уявне ирттертĕмĕр. Ăна пуçаракансем тата йĕркелекенсем ялти хастар çынсем Валентинăпа Валерий Беловсем тата Венера Федорова пулчĕç. Вĕсем ял çыннисене хавхалантарса çак уява чипер ирттерес тесе чунтан тăрăшрĕç. Уяв кăнтăрла 12 сехетре пуçланчĕ. Пĕтĕм ял-йыш,ватти-вĕтти таранах,палăртнă вырăна пуçтарăнчĕ. Пухăннисене уяв ячĕпе Шуршăл ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Л.Петров ăшшăн саламларĕ,тава тивĕçлĕ çынсене Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ В.Алексеев та уява пухăннисене ырă сунса ăшă сăмахсем каларĕ. Ял халăхне савăнтарма Шуршăлтан "Çутă çăл" фольклор ушкăнĕ çитрĕ,пысăк концерт лартса пачĕ. Уявăн саламлă пайĕ вĕçленнĕ хыççăн пурте кĕрекене ларчĕç. Сăпас ячĕпе панулми кукăлĕ касрĕç,техĕмлĕ шỹрпепе сăйланчĕç. Таврара çĕкленỹллĕ юрă-кĕвĕ,кăмăллă калаçу хуçаланчĕ. Ваттисем те,яшшисем те пĕр вырăнта чăтса лараймарĕç,такмаксем каласа,ура хуçсах ташларĕç. Тăрăшни сая каймарĕ. Мĕн тери савăнчĕ тăван ял! Уяв çакăнпа вĕçленмерĕ-ха. Каçхине 8 сехетре уçă тỹпе айĕнче хаваслă дискотека пуçланчĕ. Каçхи шăплăха сирсе,кĕвĕ сасси ял çийĕн нумайччен янăрарĕ. Уява хутшăннă мĕнпур çынна эпĕ чун-чĕререн тав тăватăп. Ĕмĕрех пурăн,манăн юратнă Кĕтĕквар,хăюллăн ут эс малалла!

В.ФЕДОРОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
29 августа 2017
14:04
Поделиться