Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Панулми сăпасĕ - сăваплă уяв

21 августа 2017 г.

Паян православи тĕнне ĕненекенсемшĕн пысăк уяв - панулми сăпасĕ. Ăна мĕн авалтанах пысăк тимлĕх уйăрнă. Çак уявпа çыхăннă чылай сăнавсем паянхи кун та упраннă. Иккĕмĕш сăпас кунĕнчи çанталăка пăхса çитес çулхи кăрлач мĕнлерех пулассине каланă.

Панулми сăпасĕ çумăрлă пулсан, çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕнче юр тултарать. Типĕ çанталăк тăрсан, кĕркунне те çаплах типĕ килĕ. Пукрав кунĕ те уяр тăрĕ, кăрлачра вара хаяр сивĕ пулмалла. Ку уяв çу вĕçленсе пырасса, кĕр пуçланасса палăртать. Сăпас хыççăн каçсем сивĕрех пулаççĕ. Сăпас çитсен алса хатĕрлесе хур тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ватăсем. Паянхи кун çук пурнăçпа пурăнакана панулми е кăçал туса илнĕ кирек мĕнле çимĕçпе те хăналасан е парса ярсассăн килес çул пахчаçимĕç ăнса пулать тенĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра вăл çирĕп йĕрке пулнă, ăна никам та пăсма хăяйман, çулсеренех тытса, пăхăнса пынă. Паян ырă ĕçсем кăна тумалла, пуринпе те кăмăллă пулмалла. Пысăк ĕçсем тума юрамасть. Хĕрарăмсем панулмирен варени, компот вĕретеççĕ, хĕле валли тураса типĕтеççĕ.

Н.НАДЕЖДИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
21 августа 2017
14:17
Поделиться