Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хуламăрăн утăмĕсем

21 августа 2017 г.

Шупашкар хули ыран хăйĕн "çуралнă кунне" паллă тăвать. Тепĕр икĕ çултан вара вăл 550 çул тултарать. Çак анлă та вăрăм çул çинче мĕн кăна пулса иртмен пулĕ! Темле пулсан та, лайăххипе ырри ытларах пулни куçкĕрет. Çакна хулан паянхи тĕлĕнмелле илемĕ те тỹрремĕнех кăтартса парать. Шурă Шупашкарăн кивĕ пайĕ те тĕпрен улшăнчĕ, уйрăмах - Атăл хĕрринчи тата театр умĕнчи лапамсем. Килес çул хăйĕн 100 çулхи юбилейне уявлама хатĕрленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕ вара республикăри чи пысăк та сумлă уявсен тĕп площадки, хăйне евĕр пысăк сцена пулса тăчĕ. Шупашкар çыннисен пурнăçне пур енлĕн лайăхлатассишĕн тăрăшаççĕ пуçлăхсем. Çĕнĕрен те çĕнĕ ача сачĕсем, спорт площадкисем, кану паркĕсем, шкулсем, сиплев учрежденийĕсем çĕкленеççĕ. Юлашки çулсенче уйрăм çуртсем кăна мар, çĕнĕ микрорайонсем те ỹссе ларчĕç. Тепĕр пысăк утăм вăл - хула варринче мăнаçлăн каçăрăлса ларакан Пăр керменĕ. Çитĕнекен ăрăва спорт енĕпе аталанма май паракан халиччен пулман çĕнĕ объект. Çак кунсенчи чи паллă ырă утăм вăл - кадетсем валли çĕнĕ корпус тума тытăнни. Нумаях пулмасть Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕн представителĕ М.Бабич тата республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев корпус вырăнне хаваслă лару-тăрура капсула хурса хăварчĕç. Ку çывхаракан Хула кунĕн уявĕ тĕлне хăйне евĕр парне пулчĕ. Юратнă хуламăр, малашнехи утăмусем те çирĕп пулччăр сан.

Н.СЕМЕНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
21 августа 2017
10:02
Поделиться