Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Вырмана тухнă

14 августа 2017 г.

Иртнĕ кĕçнерникун çĕр ĕçченĕсемшĕн кĕрхи чи яваплă тапхăр пуçланчĕ. Чи малтан вырмана М.Тагеев хресченпе фермер хуçалăхĕ тухрĕ. Çав кун асăннă хуçалăхăн кĕрхи тулă уйне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников тата ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан В.Васильев çитсе курчĕç. Виçĕ комбайн (икĕ "AC ROSS-530 тата Полессе GS-10) пĕрремĕш кун 30 гектар çинчи тулла вырнă. Хуçалăхăн пĕтĕмĕшле тырă пусси 1352 га шутланать, вĕсенчен 632 га - кĕр тыррисем, 720 га - çуртрисем. Çав кунах П.Алексеев тата А.Клементьев хресченпе фермер хуçалăхĕсенче те вырма ĕçĕсене тытăннă. Пĕтĕмĕшле илсен, районĕпе кăçалхи вырма тапхăрĕнче кĕр тыррисене 2776 га, çурхи культурăсене 5846 га çинчен (пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 8622 га) пухса кĕртмелле.

О.ГУСАРОВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
15 августа 2017
08:11
Поделиться