Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Космоспа кăсăкланать

14 августа 2017 г.

Ĕнер эпир, Чăваш Республикинче пурăнакансем, хамăр ентеш, летчик-космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев пĕрремĕш хут космоса вĕçнĕренпе 55 çул çитнине чыслăн паллă турăмăр. Шуршăл каччи тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнă хыççăн нумай ача космонавт пулма ĕмĕтленнĕ. Хăшĕсем вара, космос темине парăнса, значоксем, маркăсем, хаçатран касса илнĕ материалсем пуçтарма пуçланă. Анчах та пурнăç иртсе пынă май çын хăйĕн ĕмĕчĕсене, тĕллевĕсене улăштарать, урăххипе кăсăкланма пуçлать. Çапах та хăшпĕрисем ача чухнехи туртăмсене, кăсăкланусене çитĕнсен те упраса хăвараççĕ. Çакăн пеккисен шутне "Сĕнтĕр Ен" ентешлĕх правленийĕн пайташне П. Васильева кĕртме пулать. Вăл 55 çул хушшинче космоспа, çав шутра А.Николаев пурнăçĕпе, çыхăннă материалсем нумай пуçтарнă - брелоксем, значоксем, сăнỹкерчĕксем, автографсем, хаçатсем, журналсем тата ытти те. Петр Иванович куçса çỹрекен куравăшсем те йĕркелет. Çак кунсенче Сĕнтĕрвăрринчи таврапĕлỹлĕх музейĕнче вăл пулăшнипе йĕркеленĕ "Пирĕн Кăйкăр" куравăш ĕçлет. Унта сайра тĕл пулакан экспонатсемпе паллашма пулать. П.Васильев тивĕçлĕ канура пулин те активлă пурнăçпа пурăнать. Шуршăлти Космонавтика музейне те Петр Иванович час-часах тата хаваспах килсе каять.

А.КУЗНЕЦОВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
15 августа 2017
08:10
Поделиться