Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Кинофильмра - пирĕн хула

14 августа 2017 г.

Çак кунсенче пирĕн республикăра "Каникулы в историю.Чувашия" документлă фильм ỹкерес ĕç пырать. Ăна "Экономика аталанăвне хăвăртлатакан институт" фончĕн президенчĕн Е.Ульяновăн тата Шупашкарти 5-мĕш номерлĕ гимнази директорĕн И.Исаевăн проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçлаççĕ. Кинофильмра Чăваш Енĕн историйĕ тата хальхи пурнăçĕ сăнланмалла. Сĕнтĕрвăрри çинчен каласа паракан сыпăк та пулĕ. Ỹкерекенсен ушкăнĕ иртнĕ ытларикун пирĕн хулара пулнă, Атăл хĕрринчи урама, Сăваплă Троица чиркĕвне, канатлă кĕпере, Сăваплă çăлкуçа ỹкерсе илнĕ. Кинофильмри тĕп "гид" Раççей халăх актерĕ А.Галибин пулать.

И.ЛЬВОВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
15 августа 2017
08:12
Поделиться