Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Серепене лекесрен

31 июля 2017 г.

Халĕ çамрăксем Интернетпа, социаллă сетьсемпе анлăн усă кураççĕ. Тепĕр чух хăйсем сисмесĕрех экстремистсен ушкăнĕсен витĕмне лекме пултараççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн питĕ сыхă пулмалла, ачин кашни утăмне пĕлсе тăмалла. Çак сĕнĕсене тĕпе хурăр, ачапа яланах калаçма, унăн шухăш-кăмăлне, вăл кампа туслă пулнине пĕлме тăрăшăр. Унпа политика, экономика ыйтăвĕсене сĕтсе явăр, халăхсем хушшинчи туслăх пирки калаçăр, уйрăмах вăл кун пирки мĕн шутланине тимлĕх уйăрăр. Ачана вăхăта усăллă ирттерме условисем туса парăр. Вăл спорт секцийĕсене, патриотла клубсене çĕретĕр, пĕр пек шухăшлă юлташсем туптăр. Чи кирли - ача мĕнле информаципе кăсăкланнине, хăйне мĕнле тытнине сăнăр. Енчен те вăл экстремистсен идеологийĕн витĕмне лекрĕ пулсан, хăйне сĕмсĕртерех тытма, аслисемпе тавлашма пуçлать, жаргон сăмахĕсемпе усă курма тытăнать. Вăхăта ытларах та ытларах компьютер умĕнче ирттерет. Ун хыççăн экстремизмпа çыхăннă материалсен - текстсен, сăнĕкерчĕксен, видео- роликсен "йĕрĕсем" юлма пуçлаççĕ. Ача социаллă сетьсенче кампа çыхăннине тĕрĕслесе тăрăр. Псевдонимсем тăрăх та нумай информаци пĕлме пулать. Ача мĕнле япаласемпе усă курнине, кăсăкланнине те сăнăр. Уйрăмах ачана тĕрĕс воспитани парассине пысăк тимлĕх уйăрăр. Вĕсенче ыркăмăллăх, шанчăклăх, Тăван çĕршыва юратас, ытти çынсене хисеплес тата пулăшас туйăмсем вăратма тăрăшăр.

И.ИГОРЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
31 июля 2017
10:26
Поделиться