Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Канашлу иртрĕ

31 июля 2017 г.

Иртнĕ юнкун пирĕн районта ялхуçалăх организацийĕсен, хресченпе фермер хуçалăхĕсен ертĕçисен тата ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унта выльăх апачĕ тата выльăх тытмалли хуралтăсене хĕллехи тапхăра хатĕрлес, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарма, кĕрхи культурăсене акма хатĕрленес ыйтусене сĕтсе яврĕç. Малтанах семинара хутшăнакансем М.Тагеев тата А.Григорьев хресченпе фермер хуçалăхĕсенчи уйсенче ĕсекен пĕрчĕллĕ культурăсен пахалăхне хакларĕç, унтан М.Тагеев фермерăн Октябрьскинче вырнаçнă йĕтемĕ çине пычĕç, юсаса çĕнетнĕ вăрлăх типĕтекен КЗС-20 комплекс ĕçĕпе паллашрĕç. Çак хатĕр сехетре 20 тонна тырă типĕтме пултарать. Вăл кăçалхи йĕпе çанталăк условийĕсенче питĕ пысăк пулăшу кĕресси пирки иккĕленмелле мар. Хресченпе фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ М.Тагеев семинар-канашлăва хутшăнакансене 5000 тонна вăрлăх упрама май паракан хуралтăпа та паллаштарчĕ. Мероприятин иккĕмĕш пайĕ Октябрьскинчи Культура çуртĕнче иртрĕ. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников уçрĕ. Ялхуçалăх отраслĕн кăçалхи пĕрремĕш çурçуллăхăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе тата умра тăракан тĕллевсемпе район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕн тивĕçне туса пыракан В.Васильев паллаштарчĕ. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 8622 гектар çинчен пуçтарса илмелле. Кĕрхи культурăсене 3000 гектар çинче акма палăртнă. Халлĕхе çакна валли 1450 гектар çĕр хатĕрленĕ. Владимир Варсонофьевич шултра мăйракаллă выльăхсен шучĕ çултан çул ĕснине палăртрĕ. Сăмахран, кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсем районта 2029 пуç шутланнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрти кăтарту - 1669 пуç. Сăвакан ĕнесен шучĕ халĕ 622 пуç (пĕлтĕрхи кăтарту - 567). Сĕт сăвасси те ĕсет. Кăçалхи çур çулта 1688,4 тонна сĕт суса илнĕ (пĕлтĕр - 1595,8 тонна). Кашни ĕнерен вăтамран - 2793 кг. Ку енĕпе ытти хуçалăхсем хушшинче "НамЭКО" тулли мар яваплă общество малта пырать. Районти кашни хуçалăхрах кирлĕ чухлĕ выльăх апачĕ хатĕрленĕ. В.Васильев утă уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне мĕнпурĕ 1480 тонна утă, 4060 тонна силос, 3000 тонна сенаж хывнине пĕлтерчĕ. Кашни выльăх пуçне 15,8 центнер апат единици шутланать. Хатĕрленĕ выльăх апачĕн пахалăхне чĕрчунсен чирĕпе кĕрешекен районти станцин пуçлăхĕн çумĕ Т. Мартьянова хакларĕ. Вăл утă та, силос та пахалăх енчен япăх мар пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех канашлура "Чăваш Республикин продовольстви фончĕн" КУП директорĕн тивĕçне пурнăçлакан А.Егоров, "Россельхозцентр" ФГУ районти пайĕн пуçлăхĕ Г.Ярукова, Чăваш Республикинчи вак тата вăтам бизнеса пулăшас енĕпе ĕçлекен агенство ĕçченĕ О.Шиверова тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников пĕтĕмлетрĕ. Вăл ялхуçалăх предприятийĕсен, хресченпе фермер хуçалăхĕсен ертĕçисемпе ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсене пĕр-пĕринпе тачăрах çыхăнса, ăнланса ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

О.ГУСАРОВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
31 июля 2017
10:20
Поделиться