Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ырă туйăмсен тыткăнĕнче

31 июля 2017 г.

Республика кунне уявланăранпа уйăх та иртсе кайрĕ. Чун çĕкленĕвĕ, тĕлĕнмелли самантсем, тĕлпулусем çаплах асрах-ха. Хамăн хаваслă туйăма сире те пĕлтерс килет. Уявра халиччен кашни район хăйĕн картишне вырнаçтарса илемлететчĕ, ĕлĕкхи тĕрлĕ япаласене, алă ĕçĕсен куравне хатĕрлетчĕ. Кăçал вара пачах та урăхла, кашнин картишĕ уйрăмшар темăна çутатса пачĕ, пĕр-пĕр ăсталăха алла илессипе тĕплĕн паллашма май пулчĕ. Сăмахран, эпир хăваран авас ăсталăха кăтартрăмăр, унран тунă япаласен куравне йĕркелерĕмр. Çĕрпĕсен картишĕнче вара - кăçатăсем, вăрмарсен - пыл, куславккасен - пулă тата ытти те. Ку пуриншĕн те интереслĕ пулчĕ. Ытти çулсенче кашниех пăртакшар ăна та, кăна та кăтартма тăрăшнăран районсем хушшинче уйрăмлăх çукпа пĕрехчĕ. Кăçал картишсене кĕмессерен урăх япаласене куратăн. Çак çĕнĕлĕх пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Тепĕр кăсăклă саманта та каласа хăварасшăн. Эпĕ "Ăстасен Руçĕ" куравра яланах пулатăп, кăçал та алă ăстисен ĕçĕсемпе килентĕм. Хурăн хуппинчен тĕрлĕ япала ăсталанă хĕрарăм патĕнче чылайччен пăхса тăтăм. Вăраха чарăнса тăни ахаль пулмарĕ иккен. Тепĕр эрнерен эпир, "Кунер" фольклор коллективĕ, Коми республикинче ирттернĕ фестиваль-конкурсра пултăмăр. Пушă вăхăтра музее кĕрсе куртăмăр. Станок умĕнче "Ăстасен Руçĕ" куравра курнă хĕрарăм пилĕке çыхмалли пиçиххисем тĕртсе ларать. Кун пек пуласса кĕтменччĕ, тĕлĕнсех кайрăм. Пĕр-пĕрне тахçанах пĕлекен çынсем пек нумайччен калаçрăмăр унпа, асăнмалăх сăн та ĕкерттертĕмĕр. Республика уявĕ илемлĕ туйăм çуратнисĕр пуçне çĕнĕ туссем тупма, çĕнĕ хутшăнусем йĕркелеме май туса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ.

А.НИКОЛАЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
31 июля 2017
10:25
Поделиться