Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасен прависене хĕтĕлесе

31 июля 2017 г.

Иртнĕ юнкун çула çитмен ачасен ĕçĕсен тата вĕсен прависене хĕтĕлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Алексеев ертсе пычĕ. Комисси членĕсем 16 административлă ĕçе пăхса тухрĕç. 14 ашшĕпе амăшне ачасене кирлĕ пек воспитани паманшăн административлă майпа айăпларĕç. Тепĕр çула çитмен ачана эрех ĕçнĕшĕн (РФ Административлă правонарушенисен кодексĕн 20.20 статйи тăрăх) 1500 тенкĕлĕх штраф хучĕç. Çавăн пекех комисси членĕсем социаллă хăрушă лару-тăрăва лекнĕ виçĕ çемьене çула çитмен ачасемпе ĕçлекен органсемпе учрежденисен профилактика учетне тăратрĕç, çак çемьесенчи ачасене хăрушлăх серепинчен кăлармалли мерăсем йышăнчĕç. Унсăр пуçне комисси правăна тĕрлĕ енчен пăснă тепĕр 3 çула çитмен ачана профилактика учетне тăратрĕ. Вĕсем кукăр çул çине ашшĕ-амăшĕ кирлĕ пек пăхманран, право тĕлĕшĕнчен кирлĕ пек воспитани паманран тăнă.

ПИРĔН КОРР.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
31 июля 2017
10:21
Поделиться