Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Шахмат кунне халалласа

Виçĕмкун Пĕтĕм тĕнчери шахмат кунне паллă турĕç. Пирĕн районта та шахматла вылякансем ку уява тимлĕх уйăрчĕç. Вĕсем районти тĕп вулавăша пуçтарăнса турнир ирттерчĕç. Унта 9 çын хутшăнчĕ. Ăмăрту пуçланас умĕн уяв ячĕпе шахмата юратакансене район администрацийĕн физкультура, спорт тата туризм секторĕн ертỹçин тивĕçне пурнăçлакан А.Иванов саламларĕ. Вулавăш ĕçченĕ С.Филатова пуçтарăннисене шахмат историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Турнира хутшăнакансем 9 тур вылярĕç. Темиçе сехете пынă ăмăртура В.Матвеев (Сĕнтĕрвăрри) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Вăл 6,5 очко пуçтарма пултарчĕ. Иккĕмĕш вырăна 6 очкопа В.Кондяков (Сĕнтĕрвăрри) тивĕçрĕ. Виççĕмĕш вырăнта - В.Афанасьев (Шĕнерпуç ял хутлăхĕ). Ăмăртăва хутшăнаканнисенчен чи çамрăкки 1-мĕш номерлĕ гимназире вĕренекен (3-мĕш класа куçнă) Елизавета Алексеева пулчĕ. Вăл 5 очко пуçтарса 4-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Çĕнтерỹçĕпе призерсене Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕç. Е.Алексеева та ятарлă парнене тивĕçрĕ.

И.ЛЬВОВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
24 июля 2017
09:49
Поделиться