Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Сывлăх хуралĕнче тăракансен пысăк уявĕ

Çак кунсенче районти Культура çуртĕнче районти тĕп больница уçăлнăранпа 125 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Сиплев учрежденийĕн ĕçченĕсене тата ветеранĕсене юбилей ячĕпе Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Викторов, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников, унăн çумĕ В.Алексеев, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем, тĕрлĕ организацисен представителĕсем тата ытти хисеплĕ хăнасем саламларĕç. Савăнăçлă мероприятие район больницин тĕп врачĕ В.Езюкова уçрĕ, ĕçтешĕсене юбилейпе саламларĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ. Валентина Витальевна больница аталанăвĕн историйĕпе паллаштарчĕ. Районăн паянхи сиплевпе профилактика учрежденийĕсен тытăмĕ хулари тĕп больницăран, Октябрьски, Урхас Кушкă, Шуршăл ялĕсенчи тата хулари Коновалово микрорайонĕнчи амбулаторийĕсенчен тата 29 фельдшерпа акушер пунктĕнчен тăрать. Тĕп врач больницăн ỹсĕмĕсем çинче кăна мар, малашне тумалли ĕçсем çинче те чарăнса тăчĕ. Республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Викторов вара медицина ĕçченĕсене пысăк уявпа саламланă май пирĕн больница ăста хирург, ăсчах, профессор ячĕпе хисепленсе тăнине уйрăммăн палăртрĕ. Н.А. Геркенсăр пуçне ытти паллă çынсем те ĕçленĕ кунта. Вĕсен паха опытне шута илни сиплев ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнỹсем тума пулăшать. Сывлăх хуралĕнче вăй хуракансене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников та чун-чĕререн саламларĕ. Вĕсене тăрăшуллă та пархатарлă ĕçшĕн, чирлисемпе яланах тимлĕ пулнăшăн тав турĕ, хăйсене те пурнăçра çирĕп сывлăх сунчĕ. Çавăн пекех савăнăçлă уявра республикăри Медицина ассоциацийĕн председателĕ Е.Барсукова, сывлăх сыхлавĕн работникĕсен профсоюз рескомĕн председателĕн çумĕ Л.Яковлева, сывлăх сыхлавĕн ветеранĕ Н.Лебедева, район Пухăвĕн депутачĕсем тата ытти хăнасем те саламлă сăмахсем каларĕç. Сиплев учрежденийĕн чи лайăх ĕçченĕсене савăнăçлă лару-тăрура патшалăх наградисемпе Хисеп хучĕсем, Тав çырăвĕсем парса чысларĕç. Уява пухăннисем илемлĕ концерт пăхса савăнчĕç. Унта больница ĕçченĕсем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Çавăн пекех ачасен искусство шкулĕн вĕренекенĕсем те, хор коллективĕсемпе уйрăм юрăçсем те çепĕç юрăсем шăрантарчĕç. Юлашкинчен тепĕр ырă пулăма та асăнса хăвармалла, çав кун пысăк юсав ĕçĕсем хыççăн поликлиникăн ача-пăча тата хĕрарăмсен уйрăмĕсене уçрĕç (сăнỹкерчĕкре). Çак хаваслă саманта В.Викторов министр, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - хула тăвас тата обществăлла инфратытăма аталантарас ĕç пайĕн пуçлăхĕ О.Кучук тата ытти хисеплĕ хăнасем хутшăнчĕç. Е.ДЕМЬЯНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
05 июня 2017
10:25
Поделиться