Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Республика шайĕнчи лару

Иртнĕ ытларикун Октябрьски ялĕнче республика шайĕнчи анлă лару иртрĕ. Унта Раççейри Чрезвычайлă ситуацисен министерствин Тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ю.Антонов, Чăваш Республикин Чрезвычайлă ситуацисен патшалăх комитечĕн председателĕн тивĕçне пурнăçлакан О.Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников, республикăри район администрацийĕсен, хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Мероприяти ырă ĕçпе - Октябрьски ялĕнче ача-пăча площадки уçнипе пуçланчĕ. Çак илемлĕ пулăм Ачасене хỹтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун тĕлне пулни унăн пĕлтерĕшне татах та вăйлатрĕ. Хаваслă лару-тăрура район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников хăнасене хапăл турĕ тата ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене саламларĕ. "Ачасем - пирĕн пуласлăх. Пирĕн тата çĕршыв малашлăхĕ мĕнлерех пуласси пĕтĕмпех эпир вĕсене тĕрĕс воспитани парса ỹстернинчен килет", - терĕ Анатолий Аркадьевич. Кун пек паха парнешĕн пĕчĕккисем çав тери савăнчĕç. Кун хыççăн ларăва хутшăннисем пушар деповĕ еннелле çул тытрĕç. Унта ял хутлăхĕн территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ĕçпе паллашрĕç. Сĕнтĕрвăрринчи пушарпа çăлав гарнизонĕн пуçлăхĕ И.Иванов майор депо ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ. Октябрьскинчи пушар деповĕ ку тăрăхри ялсене çеç мар, кỹршĕллĕ ял хутлăхĕсене те (Шĕнерпуç, Аксарин, Урхас Кушкă) пулăшса тăрать. Тăкакĕ палăрмаллах пулнăран пушар хуралне тытса тăма çăмăл мар. Юрать-ха, халăх çак ыйту çивĕч тăнине ăнланать, инкек сиксе тухасран пăшăрханать, çавăнпа хăй ирĕкĕпе çак ĕçе туса пыма пулăшать. Пушар хуралĕн ĕçне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Кураков лайăх хак пачĕ. Кирек хăçан та вĕсем çулăм алхаснă вырăна вăхăтра çитнине палăртрĕ. Хăнасем шыва кĕмелли вырăнпа та паллашрĕç. Çуллахи вăхăтра халăха шыв хĕрринче канма условисем туса парасси, унта çынсен хăрушсăрлăхне, санитари ыйтăвĕсене тивĕçтересси çинчен пычĕ хальхинче калаçу. Шыва путакана мĕнле меслетпе çăлмаллине тата тĕрĕс медицина пулăшăвĕ памаллине те кăтартса пачĕç. Çуллахи шăрăх вăхăтра октябрьскисем хурал йĕркеленине, унта ачасен ашшĕ-амăшĕсене явăçтарнине пухăннисем ырласа йышăнчĕç."Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, пăхăр, акă мĕнле пулмалла", - терĕ Чăваш Республикин Чрезвычайлă ситуацисен патшалăх комитечĕн пĕрлешỹллĕ тишкерỹ, чрезвычайлă ситуацисене прогноз тăвас тата асăрхаттару пайĕн пуçлăхĕ Ардальон Иванович Егоров, объектсемпе паллашнă май. Хăнасем те курса кăна çỹремерĕç, ăçта çитнĕ унта ыйтусем пачĕç, хăшĕсем ĕç опычĕпе те паллаштарчĕç, хăйсен кăмăлне те пĕлтерчĕç. "Питĕ килĕшрĕ. Уйрăмах пушар депоне тытса тăни. Сăмахран, пирĕн ял тăрăхĕнче çук вăл, районта çеç. Инкек сиксе тухсан депо çывăхра вырнаçнине мĕн çиттĕр.", - терĕ Куславкка районĕнчи Карач ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Плотникова. Çак районах кĕрекен Пăрмас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Тихонова та хăй шухăшне каларĕ. "Ача-пăча площадки уçни уйрăмах чунра хаваслă туйăм çуратрĕ. Спорт площадки те пур вĕт-ха кунта. Октябрьскисен чăннипех те савăнмалла. Пĕве хĕрринче пляж туни - ял пурнăçĕшĕн çĕнĕлĕх, çитĕнỹ", - терĕ вăл. Юлашкинчен пурте Культура çуртне анлă ларăва пухăнчĕç. Унта çак ыйтусене пăхса тухрĕç, çуллахи пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕнче ялсенче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен задачисем çинчен? 2017 çулта шыва кĕмелли тапхăрта Чăваш Республикинчи объектсенче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме йышăнакан мерăсем çинчен. Пĕрремĕш ыйтупа пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников та тухса калаçрĕ. Ларăва вĕçленĕ май республикăри районсен администрацийĕсен тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, ял старостисене пăхса тухнă икĕ ыйтупа çыхăннă ĕçе лайăхлатма сĕнỹсем пачĕç. Чăн та, кирек мĕнле ĕç те тăрăшмасăр пулмасть, нумайăшне вара халăхсăр тума çук. Çавăнпах ĕнтĕ республика шайĕнчи мероприятие ирттерме пулăшнă çынсене Октябрьски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Кураков ятранах асăнчĕ. "Пушар деповĕнче ĕçлекен А.Ермаков, С.Васильев, А.Орлов, В.Васильев питĕ тăрăшрĕç. В.Рябинпа О.Вотяковăн тỹпи те пысăк. А.Абрамов тата М.Тагеев предпринимательсем пляж тума 60 тонна хăйăр кỹрсе килчĕç, вырнаçтарса пачĕç. Вĕсене пурне те пире ăнланнăшăн, пулăшнăшăн тав. Икĕ эрне хушшинче йышпа мĕн чухлĕ ĕç турăмăр", - терĕ кăмăллăн Владимир Федотович. Октябрьски ял тăрăхĕн пуçлăхне хăйне тав тăвакансем те пулчĕç çав кун. Аксарин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Беденева хăйсем патĕнче пушар деповĕ çуккишĕн пăшăрханать. Йывăр вăхăтра октябрьскисем пулăшнине пысăка хурать вăл. "Кăçал икĕ пушар пулчĕ, кунти машина чи малтан çитрĕ. Пушар вăхăтĕнче кашни минучĕ паха", - терĕ Елена Павловна. Ун шухăшĕпе Сĕнтĕрпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Белова та килĕшрĕ. "Чăнах та, пушар тухсан вăхăтăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Манăн хамăр пушар деповĕ валли мотопомпа илес шухăш пур. Паянхи мероприяти пирки çакна каласа хăварасшăн, çивĕч ыйтусем пăхса тухрăмăр, лайăххине нумай куртăмăр. Пур ялта та шыва кĕмелли ятарлă вырăн тумалла, пирĕн ун пекки çук-ха. Октябьски ялĕнче, ав, пур, ку пирĕншĕн - ырă тĕслĕх", - терĕ Ринаида Пантелеймоновна. Н.КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
05 июня 2017
10:26
Поделиться