Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Чĕре хушнипе, чун туртнипе

Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче обществăлла организацисем нумай. Вĕсенчен пĕринпе паллаштарас килет паян вулакансене. Малалла сăмахăм ĕç тата вăрçă, хĕçпăшаллă вăйсен тата правăна сыхлакан органсен ветеранĕсен районти Совечĕ пирки пулĕ. Ку организаци хулари Горький урамĕнчи çар комиссариачĕ çуртĕнче вырнаçнă. Унăн председателĕ - Лейла Ивановна Федорова. Çак ĕçе вăл 2012-мĕш çулхи çу уйăхĕнче пуçăннă та çавăнтанпах хăйĕн мĕнпур пушă вăхăтне унпа çыхăнтарать. Районта ăна пĕлмен çын çук та пулĕ. Аслă ăрури çынсемшĕн те, çамрăксемшĕн те ют мар вăл. Сăмахпа та, ырă канашпа та хăй патне пынисене пулăшма тăрăшать. Тата çакна палăртса хăварас килет, çак пархатарлă ĕçе укçалла мар, чун хушнипе, чун ыйтнипе тăвать. Ветерансен Совечĕ районта иртекен кашни мероприятиех активлă хутшăнать. Час-часах шкулсенче те курма пулать унăн членĕсене, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе пысăк вырăна хураççĕ аслă ăру çыннисем. Тăван çĕршывăн паттăр хỹтĕлевçисене асра тытмаллине, вĕсен харсăрлăхĕпе мăнаçлăхĕ ырă ĕçсем тума хавхалантарни çинчен аса илтерсех тăраççĕ ветерансем. Мероприятисем ирттерме укçа-тенкĕ çукки те сахал мар шухăшлаттарать общество ертỹçине. Телее, хăш чухне спонсорсен пулăшăвĕ çак йывăрлăхран тухма май парать. Лейла Ивановна каласа панă тăрăх, паянхи куна районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем 16 çын кăна. Вунвиççĕшĕ - хуларан, виççĕшĕ - ялтан. Патшалăх вĕсене тимлĕх уйăрать, май килнĕ таран пулăшать. Паянхи куна илсен, вăрçă ветеранĕсене тата тăлăха юлнă салтак арăмĕсене пурне те çĕнĕ хăтлă хваттерсемпе тивĕçтернĕ. "Чылай çул иртсен те вĕсен паттăрлăхĕ манăçмасть,пирĕн ăру вĕсене яланах асра тытать", - тесе калаçăва малалла тăсать Л.Федорова. Пирĕн районта "Астăвăм" электрон кĕнекине хатĕрлессине тахçанах пуçăннă, халĕ ку ĕç малалла пырать. Анна Ивановна Иванова тата Анна Васильевна Прытченкова çак кĕнекене хăйсен асаилĕ- вĕсемпе пуянлатнипе халăх асĕнче юлчĕç. Çак пархатарлă ĕçе пурнăçланă май Лейла Ивановна "вăрçă ачисене" те нумай тупса палăртнă. Чăвашрадио пирĕн тăрăхри виçĕ ветеран каласа панине çырса илнĕ. Нумаях пулмасть пичетленсе тухнă "Командиры Чувашии" кĕнекепе те халăха паллаштарасшăн Л.Федорова. Районта шырав ĕçне те хутшăнма лекет ертỹçĕн. Ял ячĕсем улшăнни, район пайланни шырав ĕçне йывăрлатать. Анчах та пĕрлĕхре - вăй. Пĕрле ĕçлесе нумай ыйтăва татса пама пулать", - тесе вĕçлерĕ вăл хăйĕн сăмахне. Пирĕн хушăра çакăн пек çынсем пурри аван. Апла- тăк ĕç харама каймасть, ырă çимĕç паратех. С.ЕГОРОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
05 июня 2017
10:24
Поделиться