Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Чĕрчунсем валли суя эмелсем сутнă

Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк чирсене пула йышлăн вилни эмелсем пирки сăмах пуçарма хистет. Анчах аптекăри пур эмелрен те уссине кĕтсе илме пулать-ши. Иккĕленỹ пушă вырăнта çуралман. Кăçалхи 3 уйăхра кăна Чăваш Енре 50 тĕрлĕ ытла контрафакт тата пахалăхсăр эмел куç тĕлне пулнă. Сăмахран, "Антидиарейко" (Испани), "Байкокс" (Германи), "Биометросанит" (Раççей),"Тетразоль" (Раççей), "Йодометрин" (Раççей), "Кондиционер для аквариумной воды "Ихтиофор" (Раççей) ятлă тата ытти препаратсене ятарлă организацире тĕп тума тивнĕ. Палăртмалла, Россельхознадзор хăйĕн сайтĕнче унта та кунта суя эмел тупса палăртни пирки пĕлтерсех тăрать. Çакнашкал пĕр хыпарлав хыççăн Чăваш Республикинче "Росветфарм" общество кăларнă ветеранире усă курмалли "Чистотел для ухода за кожей" текен препарат тĕлĕшпе йĕркеленĕ тĕрĕслевсем нумаях пулмасть вĕçленчĕç. Суя 1599 флакон! Эмелĕ контрафакт пулни пирки кăна мар, ку тата ытти препаратсене упрассин условийĕсене епле пăхăнни тĕлĕшпе те ыйтусем сиксе тухнă тĕрĕслевçĕсен. Пĕтĕмĕшле илсен, лицензисĕрех сиплев япалисем сутни те пулнă Чăваш Енре, пĕлтĕр кăна 10 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларма май килнĕ. Сăмах май, 2016 çулта Россельхознадзорăн республикăри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ Чăваш Енре 24 лицензи панă. Паллах, кунччен аптекăсенче тĕплĕ тĕпчевсем ирттернĕ. Палăртса хăварам, паянхи кун тĕлне республикăра ку енпе ĕçлеме 64 лицензи илнĕ. Çакна та каламасăр хăвараймăн, пĕлтĕрхи кашни тĕрĕслев тенĕ пекех çитменлĕхсем тупса палăртнă - Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Красноармейски, Шăмăршă, Муркаш, Элĕк, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпỹ, Шупашкар, Улатăр районĕсенче, çавăн пекех Муркаш тата Шăмăршă салисенче, Çĕмĕрле тата Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпỹ, Куславкка хулисенче. Н.ВАСИЛЬЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
05 июня 2017
10:23
Поделиться